АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Çăлтăрпа" - ирхи зарядка

09:29 14 октября 2014 г.

 

"Раççей - спорт патшалăхĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн пĕрремĕш кунĕ хула çыннисем "çăлтăрпа" ирхи зарядка тунинчен пуçланнă.

Пĕрлехи зарядка ирттересси пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

"Шупашкар паян - спорт хули, Раççей вара - спортăн мăнаçлă çĕр-шывĕ. ЧР тĕп хулине паян Раççей вăйлă спорт çĕр-шывĕ пултăр тесе нумай вăй хунă Олимп чемпионĕсем, паллă спортсменсем килнĕ. Спорт уявĕпе сире пурсăра та!" - тенĕ Дмитрий Губерниев сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене саламланă май.

Зарядкăна хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар мэрĕ Леонид Черкесов ырă суннă.

-Юлашки вăхăтра эпир республикăра спорт юхăмĕ аталантăр тесе нумай вăй хуратпăр. Сире çак пĕлтерĕшлĕ ĕçе хутшăннăшăн тав тăватăп. Шанатăп: Олимп чемпионĕсемпе призерсем татах тухĕç Чăваш Енрен. Сывă пултăр спортпа туслă Раççей! Сывă пултăр спортпа туслă Чăваш Ен! - çĕкленỹллĕ кăмăлне пытарман Михаил Васильевич.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем пĕрешкел шурă калпаксем тăхăннă, шурă шарфсем çыхнă. Чăн-чăн зарядка пулнă Шупашкарта. Куна зарядка тунинчен пуçламалла та, каçа уçăлса çỹресе ăсатмалла.

В.КУЗНЕЦОВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика