09:26 14 октября 2014 г.
Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче "Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ: пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару иртнĕ.
-Паян Шупашкарта физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусемпе Пĕтĕм тĕнчери V форума уçрăмăр. Пирĕн çĕр-шыв ку енĕпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ỹстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе нумай ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çỹллĕрех шая çĕклĕпĕр, - тенĕ Владимир Владимирович Путин.
Çакăн хыççăн ларура Аркадий Дворкович вице-премьер, Мариус Визерпа Вильфред Лемке, "Спорт пуриншĕн те" Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн (ФИДЕ) президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертỹçи Александр Жуков, РФ вĕрентỹпе спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко тухса калаçнă.
Х Х Х
"Эпĕ Чăваш Енре паян курни - проектсене ĕçе кĕртнин ку чухнехи чи çĕнĕ принципĕсемпе тата тĕнчере юлашки çулсенче туса хатĕрленĕ технологисемпе ăнăçлă усă курни. Эпир хĕвел энергетикине, хĕвел батарейисене ыйтакансем валли условисем туса хутăмăр. "Хĕвел" завочĕн продукцине ыйтакансем пулаççĕ, чăннипе халех ĕнтĕ завода начар мар заказсем пырса кĕнĕ",- палăртнă Аркадий Дворкович, РФ Правительствин Председателĕн заместителĕ, Çĕнĕ Шупашкарти "Хĕвел" модулĕсен заводĕнче пулнă хыççăн.
(Хамăр инф.).
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии