АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » УЯВСЕН ЯЧĔПЕ!

10:04 11 июня 2014 г.

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Раççей кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв этем прависемпе ирĕклĕхĕсем, демократипе уççăнлăх, гражданла тăнăçлăхпа çураçу принципĕсем тĕп вырăнта пулнине уççăн пĕлтернĕ пирĕн аслă патшалăхăмăрăн аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăра сăнарлать.

Раççей - историпе культурăн сайра йышши еткерĕллĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр çĕрсемлĕ, çут çанталăк пурлăхĕсемпе калама çук пуян, хăватлă та ирĕклĕ çĕр-шыв. Тĕнчере унăн ятне пысăка хурса хисеплеççĕ, вăл ют çĕр-шывсемпе хăйĕн хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕрне хисеплени тата пĕр танлăх принципĕсем çинче йĕркелет, терроризмпа çине тăрса кĕрешет. Йывăр вăхăтра Раççей çыннисем, тăванпа тăвана çапăçма хистекен вăрçа тапратса яма хăтланнă экстремистсенчен хỹтĕлесе, Крымра пурăнакан халăхсене витĕмлĕ пулăшу кỹчĕç.

Чăваш Ен - Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен туслă çемйин тан праваллă членĕ. Пирĕн республикăра 127 наци çынни тата 8 халăх ушкăнĕ туслăн килĕштерсе пурăнать. Кашни халăхăн - хăйĕн историйĕ, хăйĕн йăли-йĕрки, вĕсем пĕр-пĕринпе уйрăлми тачă çыхăннă. Эпир экономикăпа ăслăлăх, искусствăпа спорт тата ытти енĕпе тăвакан хамăрăн пĕрлехи ăнăçу-çитĕнỹсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр, çитменлĕхсене те пĕрлех тỹрлететпĕр, çемье тата пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсене тĕпе хурса тăрăшсах граждан обществи тăватпăр.

Раççей çыннисен иксĕлми юратăвĕ, ĕçченлĕхĕ тата патриотлăхĕ пирĕн Тăван çĕр-шывăмăра тата та илемлĕрех, вăйлăрах, пуянрах тăвасса шанса тăратăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăхпа тăнăçлăх, телей тата мĕн пур лайăххине сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем тата сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Врачăн пысăк ăсталăхĕпе ыр кăмăллăхĕ тата ăш пиллĕхĕ çын сывлăхĕпе пурнăçне упрама пулăшать, çавăнпа та медицина ĕçченĕсем халăх хушшинче хуть хăçан та чыс-хисепре шутланаççĕ.

Чăваш Республикинче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ сывлăх сыхлавĕн тытăмне çирĕплетесси, пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне тата реабилитаци технологийĕсене аталантарасси, чирсенчен асăрхаттарасси.

Сывлăха сыхлас ĕçе çĕнетмелли программăна ăнăçлăн пурнăçлани медицина кỹрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне палăрмаллах лайăхлатма май пачĕ. Республикăри ятарлă медицина центрĕсем халăха неонатологи, акушерпа гинекологи, онкологи, травматологипе ортопеди енĕпе, вар-хырăмпа кăкăр кăшкарĕн, чĕрепе юн тымарĕсен тата ача-пăча хирургийĕ тĕлĕшпе эффективлă пулăшу параççĕ. Медицина реабилитацине аталантарас енĕпе Чăваш Ен "пĕтĕм çĕр-шывшăн ылтăн эталон" чыса тивĕçрĕ. Кăкăр ачисем тата халăх чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене пула вилессин кăтартăвĕсем пирĕн нумай çул хушши çĕр-шыври чи пĕчĕккисем шутланаççĕ.

Больницăсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси, медицина учрежденийĕсене юсаса çĕнетесси тата хальхи йышши çĕнĕ сиплев çурчĕсем тăвасси çине тимлĕн пăхатпăр. 2013-2015 çулсенче ял çĕрĕнче 100 модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне уçма палăртатпăр. Çак мерăсем врачсемшĕн ĕçлеме лайăхрах майсем йĕркелеççĕ, медицина пулăшăвĕпе усă курассине тата унăн пахалăхне лайăхлатаççĕ, пациентсем валли хăтлă условисем тума май параççĕ.

2013 çулта, юлашки пилĕк çул хушшинче пуçласа, врачсен йышне çирĕплетме май килчĕ. Сиплев учрежденийĕсене вĕренỹ заведенийĕсенчен 200 яхăн сиплевçĕ ĕçлеме килчĕ. "Земство тухтăрĕ" программа тăрăх 2012-2013 çулсенче ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене 186 çамрăк специалист ĕçе вырнаçрĕ.

Патшалăх пулăшса пынине тата сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен ырми-канми ĕçне пула Чăваш Енре демографи кăтартăвĕсем çулран-çул лайăхланса пыраççĕ, халăх хăй халлĕн ỹссе пырасси вăй илет, пурнăç тăршшĕ пысăкланать.

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем, пархатарлă та ырми-канми ĕçĕршĕн, ыр кăмăллă тата тăрăшуллă пулнăшăн чунтан тав тунине йышăнсамăр. Сире çирĕп сывлăх, çитĕнỹсем, ырлăх тата телей сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика