07:35 03 июня 2014 г.
Йăлана кĕнĕ пек тунти кунхи анлă ларăва ял тăрăхĕсен, район администрацийĕнчи пайсен, республикăри тата федераллă органсен Тăвай енри уйрăмĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем пухăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке иртнĕ уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.
-Акатуй уявĕччен 10 кун кăна юлчĕ. Ăна халичченхи пек аван ирттересси хамăртан та нумай килет, - терĕ Владимир Алексеевич.
Тăвай ялĕнчи хăш-пĕр кил хуçалăхсен картисене юсамалли, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен коллективĕсен уйăрса панă территорисене тирпейлемелли, масарсене тасатмалли, пухăннă çỹп-çапа ялсенчен вăхăтра илсе тухмалли, шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрлемелли, пушарниксен ирĕклĕ дружинин ĕçне йĕркелемелли пирки калаçнă.
Республикăри выльăх-чĕрлĕх пăхакансен конкурсне Тăвай енре ирттересси çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕн экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин пĕлтернĕ.
Пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем тытасси малалла пырать, шкулсем çумĕнче сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ĕçлеме пуçланă. Ку ыйтупа вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ О.Ломоносов сăмах илнĕ.
Çавăн пекех Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, надзор ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В.Михайлов, полици уйрăмĕн ертỹçи В.Обаськин харпăр хăй коллективĕсенчи ĕçсем çинчен хыпарланă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии