АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв ячĕпе!

08:39 23 мая 2014 г.

Чăваш Енĕн хисеплĕ предпринимателĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Бизнес-пĕрлĕх пирĕн республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн куçăм вăйĕ пулса тăрать. Предпринимательсен хастарлăхне пула çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем çуралаççĕ, инноваци технологийĕсемпе управлени меслечĕсем пурнăçа кĕреççĕ, туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕсен ассортименчĕ анлăланать, вĕсен пахалăхĕ лайăхланать.

Чăваш Республикинче предпринимательсен пуçарулăхне хавхалантарас, бизнеса аталантарма меллĕ условисем йĕркелес тĕллевлĕ тухăçлă политика тытса пыратпăр.

Патшалăх пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене финанс, пурлăх, йĕркелỹ, консультаци, право енĕпе пулăшать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем валли инжиниринг центрĕ, çамрăксен инноваци пултарулăхĕн центрне, бизнес-инкубаторсем йĕркеленĕ. Шупашкар хулинче промышленноç №индустри№ паркĕ çĕкленет. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене патшалăх енчен пулăшма уйăрнă укçан пĕтĕмĕшле калăпăшĕ юлашки виçĕ çулта 1,1 млрд. тенкĕпе танлашнă. Çавна май 2013 çулта кăна 2,3 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, 11 пин ĕç вырăнĕ упраса хăварнă!

Саккунсен никĕсĕ çирĕпленет, административлă чăрмавсене сиретпĕр, Чăваш Республикин Предпринимательсен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйĕн институтне туса хунă, патшалăх наградисен списокне çĕннине кĕртнĕ - "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ предпринимателĕ". Влаç органĕсен тата омбудсмен институчĕн тĕллевĕ - çамрăк, пуçаруллă çынсене хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли условисемпе тивĕçтересси.

Пирĕн бизнес-пĕрлĕх Чăваш Ен экономикин аталанăвне, унăн инвестици илĕртỹлĕхне çĕклес, республикăра пурăнакансем социаллă пурнăç енĕпе хăйсене лайăхрах туяссине тивĕçтерес ĕçе малашне те курăмлă тỹпе хывасси пирки иккĕленместĕп.

Сире чун-чĕререн çирĕп сывлăх, çĕнĕ проектсене ăнăçлă пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика