08:43 06 мая 2014 г.
Çыхăнупа электронлă массăллă информаци отраслĕсен хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!
Ку чухнехи çыхăну хатĕрĕсем хальхи тĕнчере питех те пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ. Радио, телевидени, интернет, мобильлĕ çыхăну çултан-çул лайăхланса пыраççĕ, вĕсем пирĕн пурнăçа хăтлăрах, çаврăнăçуллăрах тăваççĕ, информаци тĕлĕшĕнчен пуянлатаççĕ.
Чăваш Республикинче "Чăваш Ен информаци обществи" патшалăх программи ăнăçлă пурнăçланать, унăн шайĕнче хальхи вăхăтри информаци тата телекоммуникаци инфратытăмĕ вăй илсе йĕркеленет.
Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн "Тăван радио" радиостанцийĕ ĕçлеме пуçлани пĕлтĕрхи паллă çитĕнỹсенчен пĕри пулса тăчĕ, паян вăл республикăн пĕтĕм территоринех радиохыпарлавпа тивĕçтерсе тăрать.
Иртнĕ 10 çул хушшинче пуçласа Чăваш Республикин Власть органĕсен порталĕн технологи платформи çĕнелсе улшăнчĕ, халĕ ăна вырăсла кăна мар, республикăра пурăнакансен кăмăлне шута илсе чăвашла та тытса пыраççĕ. Çĕнĕ информаци порталĕсем - Геопортал тата Чăваш Республикин Уçă даннăйсен порталĕ хăйсене лайăх енчен кăтартса пачĕç. Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕпе усă куракансен шучĕ те палăрмаллах ỹсрĕ.
Радиопа телевидени тата çыхăну хатĕрĕсен ĕçченĕсем республикăра пурăнакансене малашне те информаципе васкавлăн тата тĕрĕс те туллин тивĕçтерсе тăрассишĕн пĕтĕм вăйне хурса ĕçлесси пирки иккĕленместĕп.
Сире çирĕп сывлăх, çурхи лайăх кăмăл, профессире çĕнĕ çитĕнỹсем, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии