08:42 06 мая 2014 г.
Ĕнер район администрацийĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Унта иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетрĕç тата çак эрнери тĕллевсене палăртрĕç. Паян Мучарта Совет Союзĕн Геройне Петр Харитонович Бухтулова халалласа Асăну хăми уçаççĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Çитес эрне пуçланнă тĕле тĕш тырă культурисене акассине вĕçлесшĕн. Ĕнерхи кун тĕлне 5320 га (планпа пăхнин 50 процентне яхăн) тĕш тырă, 460 га пĕр çул ỹсекен, 120 га нумай çул ỹсекен курăксем акнă.
Ыран В.Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче районти зооветспециалистсен семинар-канашлăвне ирттерме палăртнă.
Фермăсенче выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларма хатĕрленеççĕ. Паянхи куна 2 хуçалăхра - "Красная Чувашия" ЯХПКпа Б. Алексеев хресчен фермер хуçалăхĕ - кĕтỹсене уя кăларнă.
Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене (ППЭ) хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ. Майăн 26-мĕшĕнче 11-мĕш классен пĕрремĕш экзамен, майăн 28-мĕшĕнче - 9-мĕшсен.
Планеркăра çавăн пекех ачасен çуллахи канăвне йĕркелес, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене хускатнă. Тĕмерпе Йăнтăрчă ял тăрăхĕсем ку тĕлĕшпе халăха ĕçе вырнаçтаракан центрпа килĕшỹсем тунă.
Полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськинпа надзор ĕçĕсен уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов, районăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева хăйсен коллективĕсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă. Татьяна Дмитриевна районта диспансеризаци шучĕпе сывлăха тĕрĕслеттерес ĕçсем республикăри вăтам кăтартуран юлса пынине палăртнă.
Иртнĕ эрнере "Аль" ФСКра 302 çын пулнă, вĕсенчен 237-шĕ - бассейнра.
Планеркăра ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерес, çулсене юсас, çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес, тепĕр хутмалли сезона хатĕрленес, Çĕнтерỹ уявне кĕтсе илес тĕлĕшпе уйрăм хушусем панă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии