АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе Сире!

08:40 30 апреля 2014 г.

 

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Чăваш Ен халăхĕ мĕн авалтан хăйĕн ĕçченлĕхĕпе палăрса тăнă. Ĕç çынни обществăра яланах ят-сум тата хисеп çĕнсе илнĕ. Пирĕн несĕлĕмĕрсем нумай ĕçленĕ тата пире халăх ăсĕ вĕрентнĕ пек пурăнма пилленĕ: "Ĕç ăнсан - пурте ăнать".

Этем хăйне шеллемесĕр тухăçлă ĕçлени - кашни çын пурнăçĕнчи ăнăçу никĕсĕ, Чăваш Ен чечекленĕвĕн палли. Пирĕн республика çултан çул хитререх те пуянрах пулса пырать. Хăватлă производство никĕсĕллĕ çĕнĕ заводсем уçăлаççĕ, ача çурчĕсем, шкулсем тата сиплев учрежденийĕсем, хальхи йышши спорт объекчĕсем çĕкленеççĕ, ял-хуласем хăтлăланаççĕ, республикăра пурăнакансен социаллă тăнăçлăхĕ лайăхланать. Чăваш Ен Раççей регионĕсен хушшинче çурт-йĕр тăвас енĕпе лидерсенчен пĕри пулса тăрать.

Патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри - Чăваш Енри ĕç çыннисен пурнăç пахалăхне ỹстересси. 2011 çулхи юпа уйăхĕнче пĕлтерĕшлĕ йышăну турăмăр - ĕç стажне тĕпе хурса "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсен йышне анлăлатрăмăр. Çак Указа пула республикăри кашни пиллĕкмĕш пенсионер республика тата федераци бюджечĕсенчен паракан социаллă пулăшу мерисемпе усă курма пуçларĕ.

Чăваш Ен экономикин тухăçлă ỹсĕмĕ пире паян социаллă пĕтĕм тивĕçе (обязательственна) пурнăçлама май парать: ветерансем тĕлĕшпе йышăннисене те, ачасемпе çамрăксен умĕнчисене те.

Хаклă юлташсем! Çурхи ăшă хĕвел сире ырă кăмăл-туйăм тата çĕнĕ çитĕнỹсем тумашкăн хушма вăй парнелетĕр! Сире сывлăх, çĕкленỹллĕ кăмăл, тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн хастарлăх, малалла шанчăклă утмашкăн тивлет, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. ИГНАТЬЕВ.

Дорогие соотечественники!

Уважаемые жители Янтиковского района!

Сердечно поздравляем вас с праздником Весны и Труда - 1 Мая!

Этот светлый и радостный праздник символизирует обновление, гражданский мир, созидательный труд, единство всех, кто ощущает свою причастность к делу развития любимой Чувашии и родной страны, придает нам всем энергию и вдохновение для новых свершений. Желаем вам крепкого здоровья, счастья и благополучия, успехов во всех добрых начинаниях и прекрасного весеннего настроения!

Чувашское региональное отделение Партии "ЕДИНАЯ РОССИЯ".

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика