АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Саламлатăп

08:48 29 апреля 2014 г.

 

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Чăваш Енĕн патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ - пирĕн халăх пуянлăхĕ, вĕсем унăн наци пĕрлĕхне, иртнипе хальхин тата пулассин çирĕп çыхăнăвне кăтартаççĕ.

Талантлă çынсем Элли Юрьев, Герман Лебедев тата Илле Тукташ тунă патшалăх символĕсем чăваш халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне, унăн культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне, Чăваш Республикинче туслă та килĕштерсе пурăнакан мĕн пур наци тата тĕн çыннин пĕрлĕхне сăнарлаççĕ.

ХХI ĕмĕрте, глобализаци саманинче, пирĕн халăхăмăрăн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăвармалла, Тăван çĕр-шывпа çыхăннă юрату туйăмне, историе хисеплессине çитĕнекен ăрăва памалла. Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - пирĕн историн пĕр пайĕ.

Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура ăнăçу, тăнăçлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика