08:48 29 апреля 2014 г.
Районта çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсе сарăлсах пыраççĕ. Çапла апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне районĕпе пурĕ 1850 гектар çурхи культурăсем акнă, çав шутра çурхи тулă - 420 гектар, урпа - 430, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем - 260 гектар. "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă общество ĕнерхи кун тĕлне хăех 450 гектар ирхи тĕш тырă культурисем акса хăварнă, Ленин ячĕллĕ хуçалăх - 250, "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕ - 115 гектар ытла. Тушкилти С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕ те акара тăрăшулăх кăтартать.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем çавăн пекех 1010 гектар çинчи кĕр калчисене тата 388 гектар нумай çул ỹсекен курăксене удобрени парса апатлантарнă, 1560 гектар çинчи кĕрхи тĕш тырă культурисене тата 2670 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ. 2900 гектар çĕртме сухине сỹрелесе нỹрĕк хупланă. 2010 тонна тĕш тырă вăрлăхне имçамласа сиенсĕрлетнĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии