АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тĕп вырăнта - уй-хир ĕçĕсем

08:47 29 апреля 2014 г.

 

Райадминистрацири ĕнерхи планеркăна ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăннă. Сỹтсе явнă тĕп ыйтусенчен пĕри - çурхи уй-хир ĕçĕсене ăнăçлă ирттерсе ярасси. Районти уй-хир ĕçĕсемпе АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Чайкин паллаштарнă (тĕплĕнрех пресс-центр материалĕнче вуласа пĕлме пулать).

Полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕ В.Обаськин, районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, надзор ĕçĕсен районти уйрăмĕн инспекторĕ А.Фролов иртнĕ эрнери оперативлă хыпарсене пĕлтернĕ. Тавралăх юртан тасалса çитнĕ май район территорийĕнче вут-кăвар хăрушлăхĕ ỹснĕ. Лайăх сỹнтермен кăвайт вырăнĕнчен, сигарет тĕпĕсенчен, шăрпăкран, вĕсем типĕ курăк, утă-улăм çине ỹксен, ним мар пушар пуçланма пултарать. Иртнĕ эрнере пушарниксен 3 хутчен типĕ курăк çунакан вырăнсене çитсе килме тивнĕ. Вут-кăвар хуралтăсен, ялсен çывăхне çитме пултарасси пирки шухăшламалла пирваях. Çуркунне ача-пăча шăрпăкпа ашкăннипе те пушарсен шучĕ ỹсет. Çавăнпа та район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке халăхра, ачасем хушшинче уйрăмах ăнлантару ĕçне туса пымалли çинчен тепĕр хут аса илтернĕ.

Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ тупăшсен енĕпе 24,3, тăкаксен енĕпе 25 процент пурнăçланнă.

Шкулсенче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес тата ачасене сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене кайма путевкăсемпе тивĕçтерес ĕçсем пыраççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке должноçри яваплă çынсене çур аки, Май уявĕсене кĕтсе илес, çулсене юсас, пушă çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ыйтусемпе тивĕçлĕ хушусем панă. Планеркăра район аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Çак эрнери мероприяти:

апрелĕн 30-мĕшĕ - район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ. Кун йĕркине çак ыйтусене кĕртнĕ: районăн 2013 çулхи бюджечĕн пурнăçланăвĕ çинчен; райадминистрацин финанс пайĕ çинчен калакан Положение çирĕплетесси çинчен; район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ В.И.Семенов (10-мĕш номерлĕ суйлав округĕнчен суйланнă) хăйĕн депутат тивĕçĕсене пурнăçласа пыни çинчен пĕлтерни.

Г.ЕГОРОВА.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика