АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Чăваш чĕлхин кунĕпе!

09:01 25 апреля 2014 г.

 

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхин кунĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асатте-асаннен иксĕлми ăс-хакăлĕ.

Чăваш Ен влаçĕ наци чĕлхипе культурине аталантарма, тĕрев пама май паракан патшалăх политикине тытса пырать. "Тăван радио" янăраса кайрĕ. Наци радиовĕ аудиоархивне пуянлатсах пырать. Наци телекуравĕн чăваш чĕлхипе паллаштаракан "Илемпи урокĕсем" кăларăм хăйĕн кураканĕсене тупрĕ.

2013 çулта 121,7 пин тиражпа 49 тĕрлĕ чăвашла кĕнеке кун çути курчĕ. Вĕсен шутĕнче - "Чăваш поэзийĕн антологийĕ", "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" иккĕмĕш томĕ, "Чи хитре чĕлхе". Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнекесен ал çырăвĕсен авторĕсене грантсемпе хавхалантараççĕ.

Чăвашсен паллă çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавра курăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çавăнпах тăван чĕлхесĕр пĕлỹ çук".

Чăваш Енре республика территорийĕнче тĕпленнĕ мĕн пур наци чĕлхипе культурине хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Çакă тăнăçлăх тата килĕшỹ никĕсĕ пулса тăрать те ĕнтĕ.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, çурхи кăмăл-туйăм, телей, ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика