08:47 22 апреля 2014 г.
Ĕнер райадминистрацире ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Ăна администраци пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пычĕ. Вăлах çак уйăхри ĕçсене пĕтĕмлетсе çывăх вăхăта тĕллевсем палăртрĕ.
Планеркăри тĕп ыйту _ çурхи уй-хир ĕçĕсем. Вĕсем çинчен АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Чайкин каласа пачĕ Ленин ячĕллĕ хуçалăхри ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Ĕç Мухтавĕ орденăн 2 степеньне тивĕçнĕ Петр Николаев районта чи малтан сĕлĕ акма тухнă. Тăрмăшсем кăçал хăйсен вăйĕпе йывăр культиваторсем ăсталанă, вĕсем ĕç тухăçлăхĕпе пахалăхне палăрмалла ỹстереççĕ.
Районти хуçалăхсем кĕр калчисене 560 га çинче апатланă, 156 га çинче сỹреленĕ. "Чутеевский", Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем, "Акконд-агро фирма" АХО çурхи ĕçсене яваплăха туйса хатĕрленеççĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ О.Ломоносов табак туртнине хирĕçлекен закон вăя кĕнине палăртнă, çавна май ертỹçĕсене информаци стенчĕсем çинче табак туртма юраман вырăнсене палăртса приказсем, тивĕçлĕ стикерсем вырнаçтарма чĕнсе каланă.
Полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче полици участокĕн уполномоченнăйĕсен служба кабинечĕсене тивĕçлĕ шайра тытманнине палăртрĕ. Вĕсене телефон çыхăнăвĕпе, сейфпа, компьютер тата пушартан сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермен. Çитменнине хăш-пĕр çĕрте пỹлĕмсене хутса та ăшăтаймаççĕ. Пулăшу ыйтма пынă çынсене ятарлă журналта регистрацилемен тĕслĕхсем пур. Лайăх тĕслĕх вырăнне Тăрмăш ял тăрăхĕнчи участокри уполномоченнăйăн кабинетне асăнмалла. Обществăлла йĕркелĕхе сыхласси служба кабинетĕнчен пуçланмалла. Тăрмăш ял тăрăхĕпе паянхи кун уçса паман преступленисем çук. С.Максимов уполномоченнăй ял тăрăхĕн администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет.
Надзор ĕçĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов "Вут-кăварпа асăрхануллă пулар" уйăхлăх малалла пыни çинчен аса илтерчĕ. Ун вăхăтĕнче вĕренỹ учрежденийĕсенче калаçусемпе тренировкăсем йĕркелеççĕ.
Районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова предприятисемпе организацисен ертỹçисене ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ вăхăтĕнче работниксен сывлăхне тĕрĕслеттерес ĕçе васкатма ыйтрĕ. Паянхи куна больница администрацийĕ С.Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕпе тата "Красная Чувашия" ЯХПКпа ку тĕлĕшпе килĕшỹсем тунă.
Апрелĕн 25-мĕшĕнче районта Йывăç кунне ирттерме палăртнă. Апрелĕн 22-мĕшĕнче Тăвайне Патăрьел питомникĕ хунавсемпе тĕмсем илсе килет. Ăна иртнĕ çулхи кĕрхи хаксемпех сутĕç. Тавралăха йывăç-чечек лартса илемлетес ĕçе кашни коллективăн, кашни çыннăн хутшăнма тăрăшмалла.
Çуртсене, хваттерсене харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕçсем пыраççĕ. Район центрĕнчи 6 çурт тĕлне газ пăрăхĕсене илсе çитернĕ, Ленин проспектĕнчи 46-мĕш çуртра шалти монтаж ĕçĕсем пуçланнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке çурхи уй-хир ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес, тавралăха тирпей-илем кỹрес, Аслă Çĕнтерỹ кунне хатĕрленсе кĕтсе илес, çулсене юсас, çĕнĕ урамсене электричество линийĕсем карас тата ытти ыйтусемпе должноçри çынсене тивĕçлĕ хушусем панă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии