08:50 15 апреля 2014 г.
Ыран республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ. Ăна йĕркеллĕ ирттерсе ярасси ĕнерхи планеркăри тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Информушкăн ирттерекен тĕл пулусенче сỹтсе явма палăртнă ыйтусен шутĕнче:
Чăваш Ен Пуçлăхĕн "Сывлăхпа спорт кунĕ çинчен" Указне пурнăçа кĕртесси;
2014 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене индексацилени çинчен;
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансене чыслас, фронтра пуç хунă ентешсен паттăрлăхне халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе хăварассипе çыхăннă мероприятисем çинчен;
тавралăха тирпей-илем кỹрес, экологи субботникĕсем, Йывăç кунне ирттерес, масарсене, çулсемпе урамсене пăхса тăрас ĕçсем çинчен.
Информушкăнсем ялсене тухса халăхпа, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, çынсене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хуравсем параççĕ. 13 сехетре райадминистрацире граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнаççĕ.
Çуракине хатĕрленес ыйтупа АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин паллаштарнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене 12472 га çинче (иртнĕ çулхин 94,2 проценчĕ) пурнăçламалла, çурхи тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсене 10335 га (98,3 процент) акмалла, 237 га (90,4 процент) çĕр улми лартмалла, 550 га кукуруза (122,2 процент), 1064 га (76 процент) пĕр çул, 286 га нумай çул ỹсекен курăксем акмалла. Тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ (103 процент), вĕсен 95 проценчĕ кондициллĕ. Хуçалăхсем 169 тонна суперэлита тата элита репродукциллĕ тĕш-тырă вăрлăхĕ, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, 508 тн. минераллă удобренисем туяннă. Ку ĕç малалла пырать. Ĕнерхи кун тĕлне кĕр калчисене 350, нумай çул ỹсекен культурăсене 300 га çинче апатлантарнă. Минераллă удобренисем палăртнин 36, дизель топливипе тивĕçтересси 76 процент чухлĕ.
Çурхи уй-хир ĕçĕсене хутшăнмалли 138 трактортан 92, груз турттармалли машинăсен 89, сеялкăсен 93, культиваторсемпе сажалкăсен 90 проценчĕ юсавлă.
Шкулсенче пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕнчен ачасене çуллахи сывлăх лагерĕсене каймалли путевкăсем илме заявкăсем йышăнма пуçланă. Кăçал ăна автоматизациленĕ пĕрлехи система урлă йĕркелеççĕ.
Планеркăра çавăн пекех кĕскен оперативлă службăсен, сывлăх сыхлавĕн ĕçсем çинчен хыпарланă, районшăн актуаллă ытти ыйтусене сỹтсе явнă.
Район администрацийĕн ертỹçи В.Ванерке сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх должноçри яваплă çынсене ĕçе лайăхрах йĕркелессипе тивĕçлĕ хушусем панă.
Г.ЕГОРОВА.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии