09:39 11 апреля 2014 г.
Хисеплĕ космонавт летчиксем, ăсчахсем, конструкторсем, уçлăха парăнтарас ĕçĕн ветеранĕсем, ракетăпа космос çарĕсен ĕçченĕсем тата çар çыннисем!
Сире Космонавтика кунĕ ячĕпе саламлатăп!
1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Юрий Алексеевич Гагарин тĕнче уçлăхне пуçласа çул хывнă. Çав чаплă вĕçев хыççăн çулталăк иртсен космос анлăхне Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев парăнтарнă.
Уçлăха пĕрремĕш пулса çĕкленнĕ паттăрсен ырă тĕслĕхĕ ун чухне пин-пин çамрăк чунĕнче космоспа çыхăннă çутă ĕмĕт çуратнă. Хăйсен пархатарлă ĕмĕтне пурнăçланисем хушшинче Раççей геройĕсем - Николай Бударинпа Муса Манаров космонавтсем. Вĕсем те, Андриян Николаев пекех, тивлетлĕ Чăваш çĕрĕнче çуралса ỹснĕ.
Паян çын пурнăçĕнче çỹллĕ шайри космос технологийĕсем паллă вырăн йышăнса тăраççĕ, вĕсемсĕр вăл мĕнлерех пулассине куç умне ỹкерме те йывăр. Чăваш Енри ăнăçлă аталанакан, ăслăлăхпа конструктор ĕçĕнче тата промышленноçра пысăк вăй-хăватпа палăрса тăракан предприятисем тĕнчери сумлă авиакосмос салонĕсене тăтăшах хутшăнни чăннипех савăнтарать.
Космонавтика аталанăвĕн тата уçлăха парăнтарас ĕçĕн историйĕ, тỹпе романтики хĕрỹ чĕреллĕ çамрăксене ĕлĕкхиллех илĕртет. Паян пирĕн республикăри Çамрăк космонавтсен юхăмĕ 2000 ытла арçын ачапа хĕр ачана пĕрлештерсе тăрать. Чăваш Енри кашни районпа хуларах пулас космонавтсем тĕпчевпе ăслăлăх тата проект ĕçĕсене пурнăçлаççĕ, вĕçекен аппаратсен макечĕсене туса хатĕрлеççĕ, космос тематикипе иртекен Раççейри тата регионсем хушшинчи конкурссене хастар хутшăнаççĕ.
Хăйсен паха опычĕпе тарăн пĕлĕвне çамрăк ăрăва паракан аэрокосмос отраслĕн ветеранĕсене чунтан тав тăватăп. Чăваш Енре пурăнакансем хăйсен ырми-канми ĕçĕпе тата çĕнĕ çитĕнĕвĕсемпе Раççейĕн космос отраслĕнчи хăватлăхне тата та вăйлатма пулăшасса шанса тăратăп!
Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии