09:37 11 апреля 2014 г.
Атăлçи федераллă округри çамрăксен "iВолга" форумĕ Пĕтĕм Раççейри "Селигер-2014" вĕренỹ форумне хутшăнмалли старт площадки пулса тăрать.
Вăл çамрăксен çĕнĕлĕх тата социаллă проекчĕсен конкурсĕ, çамрăксемпе ĕçлекен Федераллă агентствăн тĕрлĕ енĕпе пĕлỹ памалли программи шутланать. Форум тĕллевĕ - çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма условисем туса парасси, проектсем тума хăнăхтарасси, пултаруллă çамрăксене тупса палăртса вĕсене пулăшса пырасси. Кăçалхи форум июнĕн 18-28-мĕшĕсенче Самарăпа Тольятти хулисем хушшинчи палаткăсен лагерĕнче иртет. Унта 2000 ытла çамрăк хутшăнĕ, çав шутра Чăваш Республикинчен (малтанлăх квотăпа) - 90 çынран кая мар. Форумра "Предприниматель ĕçĕ", "Инновацисем тата техникăри пултарулăх", "Ирĕклĕ май", "Информаци юхăмĕ", "Арт-квадрат", "Ман хыççăн пыр", "Политика тата студентсен хăй тытăмлăхĕ" сменăсем йĕркелеме пăхнă. "Ялти çамрăксем" сменăна "Пĕчĕк хуласен пысăк майĕсем" чĕнỹпе ирттересшĕн.
Участниксене экспертсен канашĕ проектсене (вĕсене Çамрăксен форумĕн официаллă сайтне вырнаçтармалла http://ivolgaforum.ru.) хак панин результачĕсем тăрăх суйласа илеççĕ. Регистраци мартăн 1-мĕшĕнче пуçланнă ĕнтĕ, майăн 13-мĕшĕччен пырать.
Справка: 2013 çулта Çамрăксен форумне Чăваш Енрен 82 çын хутшăннă. Республика çамрăкĕсем нумай енĕпе хастар пулнă, тĕрлĕ конкурссенче малти вырăнсене тухнă. Форума тăратнă 15 проектран 5-ĕшĕ конкурсăн финалти тапхăрне çитнĕ.
В.ФЕДОРОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии