09:34 11 апреля 2014 г.
Апрелĕн 16-17-мĕшĕсенче Хусанта куç курман е япăх куракан ачасен пултарулăхĕн Атăл тăрăхĕнчи фестивалĕ иртет. "Тĕнче - пỹрнесен вĕçĕнче" фестивале Раççейĕн 14 регионĕн представителĕсем хутшăнĕç. Мероприятие "Ача-пăча савăклăхĕ" ыркăмăллăх фончĕ йĕркелет.
"Тĕнче - пỹрнесен вĕçĕнче" фестиваль (ячĕ - куç курман çынсем Брайля шрифчĕпе усă курса çырнă кĕнеке-журнала пỹрне вĕçĕпе хыпашласа вуланăран ĕнтĕ) - социаллă пĕлтерĕшлĕ проект, ăна пурнăçа кĕртес ĕçре патшалăх влаçĕн органĕсем те, МИХсем те пулăшса пыраççĕ. Инвалид ачасен шăпине çăмăллатма пирĕн пурин те хутшăнмалла.
Суйласа илмелли тур хыççăн фестивалĕн финалти пайне куç курман е япăх куракан ачасем (Чăвашри ятарлă шкулăн воспитанникĕсем те) кĕнĕ. Пултаруллă ачасене пирĕн пĕрлехи вăйпа укçа-тенкĕ пухса пулăшмалла.
Пирĕн реквизитсем: ИНН 1659124296
р/с 40703810424640004020
в филиале № 6318 банка ВТБ 24 (ЗАО) г.Самара
БИК 043602955
к/с 30101810700000000955.
Назначение платежа "Благотворительное пожертвование".
Л.САДЫКОВА, "Ача-пăча савăклăхĕ" ыр кăмăллăх фончĕн директорĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии