09:01 04 апреля 2014 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнчен çĕр-шывра пенсисем ỹсрĕç. Çав шутра: ĕç пенсийĕсен страхлакан пайĕ - 1,7, федераллă çăмăллăхсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан укçа тỹлевĕсем тата социаллă пакет хакĕ 5, социаллă пенсисем - 17,1 процент.
Тăвай районĕнче 4901 пенсионер, вĕсенчен 4351 çын çул çитнипе ĕç пенсийĕ, инвалид пулнăшăн тата çемьере тăрантакана çухатнăшăн пенси илсе тăрать.
Апрельти ỹсĕм хыççăн çул çитнипе ĕç пенсийĕ илекенсен укçа-тенкĕ тупăшĕ, февральтипе танлаштарсан, вăтамран 165 тенкĕ хушăнать, 9310 тенкĕпе танлашать. Пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (Чăваш Республикинче - 4963 тенкĕ) 1,9 хут пысăкрах ку.
Укçа-тенкĕ тупăшĕ мĕн чухлĕ хушăнасси пенси виçинчен килет. Сăмахран, вăрçă участникĕсем икĕ пенси илеççĕ, вĕсен вăтамран 1700 тенкĕ хушăнать (25,1 пин тенкĕпе танлашать).
Федераллă çăмăллăхпа усă куракансен социаллă пакет хакĕ 881 тенкĕ те 63 пуса çитрĕ.
Федераллă çăмăллăхсемпе районта 1745 пенсионер усă курать (вĕсенчен 1379 çын - инвалид).
Л.ЯКОВЛЕВА, Пенси фончĕн районти управленийĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии