10:12 28 марта 2014 г.
Паллă ĕнтĕ, кăçалхи апрель уйăхĕнчен иккĕмĕш çур çулта илсе тăма çырăнтаракан хаçат-журналсен хакĕсем нумай ỹсеççĕ. Ку таранччен Раççей почти хаçат-журнал çырăнтарнăшăн федераци бюджетĕнчен дотаци илсе тăнă. Çуллен вăтамран 3 млрд. тенкĕ уйăрса панă пулсан, кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн ăна пăрахăçланă. Çавăнпа мĕн пур хаçат-журнала иккĕмĕш çур çул валли çырăнмалли хак апрельтен ỹсет, çав шутра - "Ял ĕçченĕн" те.
Асăннă йывăрлăхсене çăмăллатас тесе, районти çыхăну уйрăмĕсем хаçат-журнала март уйăхĕнче малтанхи хаксемпе май килнĕ таран ытларах çырăнтарма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Тушкилти çыхăну уйрăмĕнче "Ял ĕçченĕ" хаçата кăна кăçалхи иккĕмĕш çур çулта илсе тăма мартăн 27-мĕшĕ тĕлне хальхи хакпа 56 экземпляр çырăнтарма ĕлкĕрнĕ.
Хисеплĕ вулакансем! Почтальонсемпе çак кунсенчех тĕл пулма тăрăшăр. "Ял ĕçченĕ" хаçата иккĕмĕш çур çулшăн паянпа ыран малтанхи хакпах çырăнса юлăр!
"Ял ĕçченĕ" хаçат редакцийĕ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии