АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕлтерсем: вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ?

08:59 25 марта 2014 г.

 

Мартăн 17-28-мĕшĕсенче наркотиксене хирĕçле Пĕтĕм Раççейри "Пĕлтерсем: вилĕмпе ăçта сутă тăваççĕ?" акци пырать.

Республикăра пурăнакансем сыхă пулнине тата гражданин позицийĕнче тăнине пула юлашки 3 çулта акцисен вăхăтĕнче граждансемпе организацисенчен Наркотĕрĕслевĕн республикăри управленине 384 сигнал пырса кĕнĕ, вĕсенчен 251-шĕ _ телефонпа. Çынсем вăхăтра пĕлтернипе закона хирĕçле наркотиксен çаврăнăшĕнче право йĕркине пăснă 163 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсем тăрăх 64 уголовлă ĕç пуçарнă, административлă право йĕркине пăсни çинчен 99 протокол çырнă, наркотиксем сутакан 6 точкăна пĕтернĕ.

Наркотиксемпе кĕрешес ĕç иртнĕ çул пирĕн районта та ăнăçлă пулса пынă. Граждансем пулăшнипе право сыхлав органĕсем 3 тĕслĕх тупса палăртнă, йĕркене пăсакансене пурне те явап тыттарнă.

Наркотик çынна вилĕм патне сĕтĕрет, çавăнпа та эсир ăна сутнă, унпа усă куракансем çинчен мĕн те пулин пĕлетĕр пулсан, ун пек тĕслĕхсем умĕнчен курмăш пулса ан иртĕр, çийĕнчех район прокуратурине 2-13-82, полици уйрăмне 2-11-15 номерсемпе шăнкăравлăр. Пирĕн электронлă адрес: pr-yant@yandex.ru.

А.АФАНАСЬЕВ, район прокурорĕн çумĕ.

 

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика