10:42 21 марта 2014 г.
Иртнĕ ытларире Кремльте РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крымăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, Сергей Аксенов премьер-министр тата Севастополь мэрĕ Алексей Чалый Крым Республикипе Севастополь хули çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне кĕрес пирки тунă килĕшỹ айне алă пуснă.
Ун умĕн Владимир Путин Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, регионсен ертỹçисем (унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă), общественность представителĕсем умĕнче сăмах тухса каланă. Пухăннисем Президент каланă чухне темиçе хутчен ура çине тăрса тăвăллăн алă çупнă. Çакă общественность, Раççей халăхĕ çĕр-шыв ертỹçипе пĕр шухăшлă, Владимир Путин хăй аслă Раççейĕн ăслă политикĕ пулнине, çĕр-шыври халăх интересне мала хунине, ăна хỹтĕлеме хатĕр пулнине çирĕплетет. Унăн сăмахĕсене, вăл тăвакан утăмсене паян нумайăшĕ ырлать. Крымпа Севастополь Раççей йышне субъектсем пулса таврăнни чăннипех историлле утăм.
Ахальтен мар Раççейре референдумпа унăн результачĕсене, Крым Республикипе Севастополь Раççей йышне унăн субъекчĕсем пулса кĕнине ырласа митингсем иртеççĕ, вĕсем Чăваш Енре те пулнă. Крымра пурăнакан вырăс çыннисенче вара çав хыпар савăнăç куççулĕ кăларать. Вĕсем çав саманта 20 çул кĕтнĕ.
В.ИВАНОВ.
АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии