АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Крымпа Чăваш Ен çыхăнăвĕсем

09:12 14 марта 2014 г.

Мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Севастопольти чăваш наципе культура обществин официаллă делегацийĕпе тĕл пулнă. Калаçăва Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов та хутшăннă.

Тĕл пулура Чăваш Енпе Крым Республики хушшинче малашлăхлă ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес, çав шутра суту-илỹ енĕпе килĕштерсе ĕçлес, Шупашкарпа Севастополь хушшинче тỹрĕ сывлăш çыхăнăвĕ туса хурас тата ытти ыйтусене сỹтсе явнă.

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Чăваш Ен тĕп хулинче 2014 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче Крым Республики хăйĕн ирĕклĕх правипе килĕшỹллĕн референдум ирттерме палăртнине ырласа митинга пухăнаççĕ. Крымпа Севастопольте пурăнакансене ыр кăмăллăх тата гуманитари пулăшăвĕсем пама укçа счечĕ уçнă. Раççей гражданĕсем унта хăйсен ирĕкĕпе укçа-тенкĕ куçарса пама пултараççĕ. Унăн реквизичĕсем:

Наименование получателя: Общероссийская общественная организация "Российский Красный Крест"

ИНН 7728014523

КПП 772801001

Счет: 40703810000760000170 в ОАО "БАНК МОСКВЫ" г. МОСКВА

БИК: 044525219

К/счет: 30101810500000000219

Назначение платежа: Оказание благотворительной и гуманитарной помощи Крыму и Севастополю. Çавăн пекех Чăваш Енре пурăнакансем Крымран куçса килекен çемьесене хăйсен çемйисене пурăнма йышăнма пултараççĕ. Çакăн пирки (8352)62-50-70 телефонпа е soc12@cap.ru электронлă почтăпа пĕлтерме пултараççĕ. 

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика