АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пур сферăри ĕçсене тишкернĕ

09:51 25 февраля 2014 г.

Ĕнер район администрацийĕнче унăн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе эрнелĕх ĕç планерки иртнĕ, умĕнхи ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тапхăр валли тĕллевсем палăртнă. Планеркăна хутшăннисем районăн экономика, финанс, сывлăх сыхлав, вĕрентÿ, культура, социаллă хÿтлĕхпе ытти сферăсенчи актуаллă ыйтусене пăхса тухнă.

Районта çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленесси малалла пырать. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ тăрăх, “Акконд–агро фирма” ХАО 68 тонна, В.Грачев ХФХ 40, С.Михайлов ХФХ 14, “Родник” ООО 80 тонна нитрофоска туяннă. Паха вăрлăх та хатĕрлеççĕ. “Чутеевский” ЯХПК элита репродукциллĕ 40 тонна урпа, В.Грачев ХФХ 10 тонна вика, 20 тонна сĕлĕ вăрлăхĕсем, “Новый путь” пĕрремĕш репродукциллĕ 12 тонна урпа, В.Николаев ХФХ 6 тонна çурхи тулă, “Акконд–агро фирма” ХАО – 5,5 тонна кукуруза, 4 тонна элита репродукциллĕ урпа вăрлăхĕсем туяннă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерме “Акконд-агро фирма” ХАО 8 млн., “Родник” ООО 2 млн., Б. Алексеев ХФХ 420 пин тенкĕ кредит илнĕ. Унпа минераллă удобренисем, паха вăрлăх, ÿсен-тăрансене хÿтĕлемелли хатĕрсем туянма усă кураççĕ.

Çак эрнере ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче отчетлă пухусем пуçланаççĕ.

Планеркăра районти оперативлă лару-тăрупа полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова тата надзор ĕçĕн пай инспекторĕ Аркадий Фролов паллаштарнă.

Çавна май Владимир Ванерке ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсемпе пĕрле килтен киле çÿресе пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене тарăннăн тишкерме, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе профилактика калаçăвĕсем ирттерме сĕннĕ, йĕркесĕр кил-хуçалăхсемпе, ватă çынсем пурăнакан тата эрехпе иртĕхекен çемьесемпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтнă.

Ку эрнере те районта пĕлтерĕшлĕ хăш-пĕр мероприятисем иртеççĕ. Нарăсăн 25-мĕшĕнче ачасемпе çамрăксен творчествăлла аталану центрĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсен патриотла сăввисен республикăри конкурсĕн районти тапхăрĕ иртет. Нарăсăн 27-мĕшĕнче “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче А.Косарев призĕсемшĕн вырăс шашкипе республика турнирĕ пулать. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тăвайри культурăпа кану центрĕнче Тăвай районне туса хунăранпа 79 çул çитнине халалласа КВН командисем ăмăртаççĕ.

Ку эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ Тĕмер, Йăнтăрчă, Тушкил ял тăрăхĕсенчи ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулать.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика