АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Республика Пуçлăхĕ Тăвайра пулнин витĕмĕпе

10:09 04 февраля 2014 г.

Райадминистраци пуçлăхĕ эрнесерен ирттерекен ĕнерхи канашлу, тĕпрен илсен, Тăвай районне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа Правительство членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем килсе кайнин, районăн 2013 çулхи экономикипе социаллă аталанăвне тишкерме хутшăннин витĕмĕпе иртрĕ.

Пирвай Владимир Ванерке кăра çанталăка пăхмасăр “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ” массăллă чупăва лайăх йĕркеленĕшĕн, вăл ăнăçлă иртнĕшĕн пурне те тав турĕ. Çавăн хыççăнах тĕп калаçу кĕçнерни кунхи канашлу патне таврăнчĕ.

–Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район умне кăларса тăратнă задачăсене пирĕн пурин те пĕр тăхтамасăр пурнăçламалла, палăртнă çитменлĕхсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшмалла, – терĕ Владимир Алексеевич. Çак кунсенчех вăл райадминистрацин иртнĕ çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене тухса тĕл пулусем ирттересшĕн, ял çыннисемпе канашласшăн. Тĕл пулусен вăхăтĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен отчечĕсене итлеме те палăртнă.

Вăхăт васкатать. Çавăн пекех акă çур аки çитсе тăрĕ. Техникăна хатĕррисен ретне лартмалла, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, вăрлăх, удобренисем туянмалла. Хальлĕхе “Акконд-агро” тата Грачев хресчен фермер хуçалăхĕ кăна 68–70 тонна минераллă удобрени туяннă. “Акконд-агро” супер-элита вăрлăх туянма – 7, “Родник” ООО 2 млн. тенкĕлĕх кредит йĕркеленĕ. Çавăн пирки АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Чайкин хыпарланă.

Пĕлтерĕшлĕ ыйтусен шутĕнче çавăн пекех район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тата хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарас ĕçе малалла тăсасси. Çак эрнере çавăн пек çуртсенче пурăнакансемпе пухусем ирттерме хатĕрленни çинчен райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ А.Алексеев пĕлтернĕ.

Яланхи пекех оперативлă информаципе паллаштарнă. Çĕрлехи вăхăтра урамсене çутатас, çулсемпе тротуарсене таса тытас ыйтусене хускатнă.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика