АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ку вăхăтра пурнăçламалли ĕçсем

09:22 21 января 2014 г.

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç планерки яланхи пекех иртнĕ эрнери ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнипе пуçланнă. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органсен вырăнти уйрăмĕсен ертÿçисем хутшăннă.

Ятарлă службăсен иртнĕ эрнери ĕçĕсем çинчен районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, надзор ĕçĕн районти уйрăмĕн инспекторĕ Аркадий Фролов, Тăвайри тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Татьяна Игнатьева информацисем туса панă.

Кăшарнире шыва кĕресси йĕркеллĕ, инкексĕр иртни çинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем пĕлтернĕ. Шыва кĕрекен вырăнсенче йĕркелĕхе сыхлакан, медицина ĕçченĕсем тата ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем дежурствăра пулнă.

Планеркăра ку вăхăтри тĕп ĕçсене палăртнă. Вĕсен шутĕнче – ялсенче урамсене çутатасси, çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра тасатса тăрасси, çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе проектпа смета документацийĕсем хатĕрлессине хăвăртлатасси, организациллĕ мероприятисем ирттересси.

Районăн 2013 çулхи экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене тата 2014 çулхи задачăсене сÿтсе явассипе Тăвайри культурăпа кану центрĕнче 2014 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче канашлу иртет. Çавна май Владимир Ванерке ку эрнере районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетсе çитерме, кăçал валли конкретлă задачăсем лартма, кашни ялпах вĕсене пурнăçлассипе мероприятисен планне туса хатĕрлеме кирлине палăртнă. Планеркăра ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика