АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Уяв ячĕпе

09:47 17 января 2014 г.

Хисеплĕ редакторсем, журналистсем, хаçат-журнал, кĕнеке кăларакансем, полиграфистсем!

Пресса кирек хăш вăхăтра та общество шухăшлавне йĕркелемелли чи пĕлтерĕшлĕ инструментсенчен пĕри пулнă. Хальхи ĕмĕрте, информатизаци çыннăн пурнăç тивĕçтерĕвĕн пĕтĕм сферине питĕ пысăк хăвăртлăхпа кĕрсе пынă тапхăрта, массăллă информаци хатĕрĕсен общество аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ татах та ÿсет.

Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсем – влаç уççăнлăхне ÿстересси, республикăра пурăнакансене пĕлтерĕшлĕ пулăмсем пирки калакан тулли те тĕрĕс информаципе вăхăтра тата васкавлăн тивĕçтересси.

2013 çулта республика конкурсĕ иртнĕ, ăна пула Чăваш Ен медиа уçлăхĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ 41 проектпа пуянланнă. Патшалăхăн тата патшалăхăн мар массăллă информаци хатĕрĕсемпе пĕлтерĕшлĕ те çивĕч темăсемпе – сывă пурнăç йĕркине, толерантлă ăс-тăна, çемье, амăшлăхпа ачалăх пахалăхĕсене йĕркелессипе, Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен пултарулăхне тата нацисен хутшăнăвне аталантарассипе, патриотлăх, чунлăх тата кăмăл-сипет пропагандипе – çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнтерÿçĕ-проектсем республика бюджетĕнчен 11 млн. тенке яхăн грант пулăшăвĕ илнĕ.

Медиахолдинг туса хунă, унăн тытăмне чăвашла тухакан чи лайăх хаçатсемпе журналсем кĕнĕ, çакă информаципе тивĕçтерессин пахалăхлă çĕнĕ шайне куçма май пачĕ. Республикăри муниципалитетсенче учреждени сечĕсен оптимизацийĕ иртнĕ, район пресси малтанхи пекех тиражсене сыхласа хăварать, мĕншĕн тесен ялти вулакансем валли хаçат – информацин тĕп çăлкуçĕсенчен пĕри.

Кăçал та пире пĕрлехи вăйпа хамăрăн регионти массăллă информаци хатĕрĕсене аталантармашкăн, пулăшмашкăн тата нумайрах ĕç тума, республикăн медиауçлăхне çĕнĕ варкăш кĕртме май килессе шансах тăратăп.

Пичет ĕçченĕсемпе ветеранĕсене Чăваш Ен ырлăхĕшĕн хавхаланса ĕçленĕшĕн тав тăватăп, çирĕп сывлăх, пултарулăхра – ăнăçу, телей сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

Хисеплĕ журналистсем, хаçатçăсем, пичетпе полиграфи ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире пурсăра та Раççей тата Чăваш пичечĕсен кунĕсемпе саламлатпăр. Çак паллă кунсем хăйсен тухăçлă ĕçĕпе информаци уçлăхне йĕркелекенсене пĕрлештерсе тăраççĕ. Пирĕн çĕр-шывра журналист профессийĕ яланах уйрăм вырăнта тăнă, хаçат-журнал массăллă информаци хатĕрĕсенчен чи анлă сарăлни, шанăçпа усă кураканни шутланнă. Вăл пурнăçри çивĕч те кăткăс ыйтусене татса пама пулăшать, общество умĕнчи яваплăха туять, чăн-чăн гражданин позицине йышăнать. Пичетре ĕçлекенсем граждансен ăс-хакăл, йĕрке-тирпей пахалăхĕсене аталантарма, вĕсене патриотизм воспитанийĕ пама, граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене хÿтĕлеме тăрăшаççĕ.

Пичет кăларăмĕнче тухăçлă ĕçленĕшĕн, район пурнăçне тĕрĕс те тĕплĕн çутатнăшăн сире тав тăватпăр.

Ăнăçу сире питех те пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ĕçре! Шухăш-ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр!

В.ВАСИЛЬЕВ, район пуçлăхĕ.

В.ВАНЕРКЕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ.

 

Хисеплĕ ĕçтешсем, хаклă туссем!

Сире Пичет кунĕсен ячĕпе пĕтĕм чĕререн саламлатăп!

Ĕçченлĕхĕр, пысăк пултарулăхăр сире професси тĕлĕшĕпе çитĕнÿсем тума май параççĕ. Çынсем эсир çырнине, эсир каланине тимлеççĕ, сирĕнтен тулли те тĕрĕс информаци кĕтеççĕ, сире шанаççĕ. Апла пулсан, пурнăçа пур енлĕн, объективлă çутатакан информаци обществăшăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Эсир çынсене ку чухнехи чи кăткăс та çивĕч ыйтусем çине хурав тупма пулăшатăр, хăвăр ĕçĕрпе сăмаха ирĕккĕн каламалли правăна хÿтĕлетĕр.

Пултарулăх ĕçĕнче хавхаланупа ăнăçу сире!

Çĕнĕ темăсем хускатăр, хăюллă проектсене пурнăçа кĕртĕр. Хаçатăн тиражĕ те, рейтингĕ те ÿссе пыччăр. Кашни кун сирĕншĕн çутă, интереслĕ пултăр, çывăх çыннăрсен юратăвĕ, вĕсем парнелекен чун ăшши сире кулленхи ĕçре вăй-хал парса хавхалантарса тăччăр.

С.ДЕМИДОВА, культура ĕçченĕсен профсоюз рескомĕн председателĕ.

 

“Ял ĕçченĕ” хаçатра ĕçлекенсене Чăваш пичечĕн кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Эсир республика, район пурнăçĕпе экономика аталанăвне, унăн кулленхи ĕç-хĕлне анлăн çутатса пысăк ĕç туни куçкĕрет. Пичетре çынсене кăсăклантаракан ыйтусене хускататăр. Творчество ĕçĕнче çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, ырлăх, телей сунатăп. Çĕнĕ проектсене ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырăр, пирĕн çыхăну малашне те çирĕпленсех пытăр.

Э.МАКСИМОВА, Чăвашстат ертÿçи.

 

“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсене, журналистсене Чăваш пичечĕн кунĕпе хĕрÿллĕн саламлатăп. Сирĕн ĕçĕр пирĕн коллектив аталанăвĕнче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир потребобщество сферинчи пур пулăма та вăхăтра çутатса тăратăр, малалла ăнăçлă ĕçлеме хавхалантаратăр. Хамăрăн ĕç ветеранĕсемпе çыхăнăва татмастпăр эсир пулăшнипе, хаçат витĕмне туятпăр эпир. Редакципе килĕшÿ туса тивĕçлĕ канурисене çуралнă кунĕсемпе, уявсемпе, юбилейĕсемпе саламлассине ырă йăлана кĕртнĕ. Малашне те пичетпе кооператорсем хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пытăр. “Ял ĕçченĕ” хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр! Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, творчество ĕçĕнче ăнăçу сунатпăр.

В.ФЕДОРОВ, “Тăвайри кооператив” пĕрлешĕвĕн председателĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика