АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ларура – аталану ыйтăвĕсем

09:07 14 января 2014 г.

Ĕнер, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Канашĕн Тăвай районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи кăçалхи пĕрремĕш анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ĕç тăвакан влаçăн федераллă тата республикăри органĕсен районти уйрăмĕсен, райцентрти организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăннă. Ларăва ертсе пынă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ку таранчченхи ĕçсене, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи мероприятисене пĕтĕмлетнĕ, праçник кунĕсенче тикĕс ĕçленĕ службăсене, ĕç коллективĕсене тав тунă. Владимир Алексеевич çывăх вăхăтра районăн 2013 çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетме, кăçал валли конкретлă задачăсем палăртма, кашни ял тăрăхĕпе, кашни ялпа, коллективпа вĕсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне туса хатĕрлеме кирлине кăтартса панă.

Январĕн 18–19-мĕшĕсенчи каçхине тĕне ĕненекенсем, ытти çынсем, çамрăксем Турă шыва кĕнине районта массăллăн шыва кĕрсе уявлаççĕ. Çавна май В.Ванерке яваплă çынсене православи прихучĕсене шыва кĕрессине лайăх йĕркелесе ирттермешкĕн пулăшма, шыва кĕрекен вырăнсенче хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тимлĕ пулма сĕннĕ.

Хальхи вăхăтра пурнăçламалли тĕп задачăсен шутĕнче çавăн пекех урамсене çутăпа тивĕçтерессине, пур ялта та çулсемпе тротуарсене юртан вăхăтра та лайăх тасатса тăрассине, çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе проектпа смета документацийĕсем хатĕрлессине хăвăртлатассине, организацилле мероприятисем ирттерессине палăртнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, администрацин структура подразделенийĕсен ертÿçисене тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушнă.

Ларура харпăр хăй службисен ĕçĕ-хĕлĕпе районти ветстанци начальникĕ А.Шакин, тĕп больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, ятарлă службăсен 2013 çулхи ĕçĕпе полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор пайĕн районти уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, “ДЮСШ–ФСК “Аль” директорĕ А.Кириллов информацисем туса панă.

Ларура район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика