АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ çулпа, Раштавпа Сире!

07:26 01 января 2014 г.

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Çĕнĕ 2014 çулпа тата Раштавпа чун-чĕререн саламлатăп!

Хыçа юлакан 2013 çул республикăшăн çăмăл пулмарĕ, çапах, пĕтĕмĕшле илсен, вăл ăнăçлă иртрĕ. Пирĕн пĕрлехи ĕçе тĕрлĕ шайра пысăк хак пачĕç. Эпир çакăнпа мăнаçланма пултаратпăр!

Чăваш Енре хальхи йышши тăватă предприяти хута кайрĕ, пысăк тухăçлă çĕр-çĕр ĕç вырăнĕ йĕркеленчĕ. Строительство комплексĕ çине тăрса ĕçленипе кашни çын пуçне пурăнмалли çурт-хваттер хута ярас енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче лидерсен йышне кĕчĕ. Пирĕн хресченсем пахча çимĕçе, тыр-пула пухса кĕртес тесе çанталăк япăххине пăхмасăрах тар тăкрĕç. Сывлăх сыхлав тытăмне модернизацилессипе çыхăннă программа лайăх пурнăçланчĕ. Йăлăмра пурăнакансем патне çут çанталăк газĕ çитермешкĕн “Газпром” 500 миллион ытла тенкĕ уйăрчĕ. Çакă Атăл леш енне аталантарма, сывлăха çирĕплетмелли учрежденисен сетьне йĕркелеме май парать.

Пирĕн чи пысăк пуянлăх, пуласлăх – ачасем. Пурнăçа юратакан, сывă ачасем тулли те çирĕп çемьере çеç ÿсме пултараççĕ. Çавăнпа Чăваш Енре çемьесене, амăшĕлĕхпе ачалăха пулăшмашкăн тĕрлĕ мерăсем йышăннă, вĕсем пурнăçланаççĕ. Çĕнĕрен 11 садик уçрăмăр, шкул ÿсĕмĕчченхи ачасен учрежденийĕсенче пĕчĕккисем валли 6,5 пин вырăн хатĕрлерĕмĕр. Çакă 3–7 çулсенчи ачасене пурне те тенĕ пекех черетре тăрассинчен хăтарма май пачĕ.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем тăрăшнипе республика физкультурăпа спорт енĕпе “Раççей регионĕ” номинацире наци премине тивĕçрĕ. Чăваш Ен 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ, 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утас енĕпе тĕнче кубокĕ ирттерме ирĕк илчĕ. Иккĕленместĕп: тĕнче шайĕнчи ят-сумлă çак ăмăртусем паллă пулăм пек асра юлĕç, физкультурăпа спорта аталантарма май парĕç.

Хаклă юлташсем! 2014 çул Раççейре – Культура çулталăкĕ. Чăваш Ен малашлăхĕ хамăрăн ĕçчен, ырă та уçă кăмăллă халăхăн культура еткерлĕхне, йăли-йĕркине упраса хăварнинчен килет. Пултарулăх енĕпе аталанма, ăс пухма, тăнăçлăха упрама, туслăха çирĕплетме условисем тусан çеç эпир малашлăха шанчăклăн пăхма пултаратпăр.

Сире пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, юрату сунатăп! Кашни килтех, кашни çемьерех ытлă-çитлĕх, килĕшÿ, ăнăçу хуçаланччăр! Уяв ячĕпе саламлатăп Сире! Çĕнĕ 2014 çулпа!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

 

Тăвай районĕн хисеплĕ çыннисем!

Сире Çĕнĕ 2014 çул пуçланнă ятпа тата çитсе пыракан Раштавпа пĕтĕм чун-чĕререн саламлама ирĕк парсамăр!

Иртнĕ çул итогĕсене пĕтĕмлетсе, шанчăклăнах çапла калама пулать: ăна тивĕçлĕ пурăнса ирттернĕ, мĕншĕн тесен ĕçченлĕх, çирĕп тĕллев, пуçарулăх тата хамăр района юратни чи кăткăс ыйтусене те ăнăçлă татса пама вăй-хал панă.

Çулталăк тăршшĕпех хамăршăн тата çывăх çыннăмăрсемшĕн, районăн малашлăх аталанăвĕпе чечекленĕвĕшĕн тăрăшса, тухăçлă ĕçлерĕмĕр тесе калас килет. Çитĕнÿсемшĕн пĕрле савăнтăмăр, çитменлĕхсемшĕн пĕрле пăшăрхантăмăр, пĕрлех тĕллевсем палăртрăмăр, тивĕçлĕ çул-йĕрсене суйласа илтĕмĕр.

Çĕнĕ çул ку таранччен тунă çитĕнÿсене çирĕплетмелли, вĕсене малалла аталантарса пымалли çул пулса тăрасса шанас килет, эпир ăна пĕрлехи вăйпа пурнăçа кĕртĕпĕр. Çапла тума пирĕн вăй-хал та, общество активлăхĕ те, интеллектуал пултарулăхĕ те пур. Экономикăн пур отрасльне те аталантарасси, районта пурăнакансем валли тивĕçлĕ пурнăç условийĕсем туса хурасси – пирĕн тĕп тĕллев.

Районăн хисеплĕ çыннисем! Сире Çĕнĕ çула кĕнĕ ятпа ырă сунса саламлатпăр! Çак çулта ăнăçусем, сум-хисеп тата çитĕнÿсем яланах Сирĕнпе пĕрле пулччăр. Ырлăх-сывлăх Сире тата Сирĕн çемйĕрсене!

Тăвай районĕн пуçлăхĕ В.В.ВАСИЛЬЕВ.

Тăвай районĕн администраци пуçлăхĕ В.А.ВАНЕРКЕ.

 

“Ял ĕçченĕ” хаçатăн çывăх тусĕсем, обществăлла тата çамрăк корреспондентсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем! Сире Çĕнĕ 2014 çулпа ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вĕренÿре, творчествăра çитĕнÿсем сунатпăр. Ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, сăмахăр яланах вырăнлă та çивĕч пултăр.

“Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ.

 

Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава епархири Турра ĕненекен пур çынна та çывхарса килекен Аслă Раштав – Иисус Христос çуралнă кун (январĕн 7-мĕшĕ) тата Çĕнĕ çул ячĕсемпе ăшшăн саламласа ырă сывлăх, чун-хавал тĕрекĕ сунать.

 

Хаклă ĕçтешĕмĕрсем, потребкооперацин хисеплĕ ветеранĕсем!

2013 çул пирĕншĕн савăнăçлă самантсемпе асра юлчĕ. Лавккасемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенчен чылайăшне юсаса çĕнетнĕ. Халĕ вĕсем тул енчен илемлĕ, шалтан та хăтлă. Чылай магазинта тавара ирĕклĕ майпа суйласа илмелле тунă. Ĕç условийĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Вырăнта туса кăларакан продукцие çынсем кăмăлласа туянаççĕ. Çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнипе таварсен ассортименчĕ ÿссе пырать. Коллектив ĕçченĕсем халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса район аталанăвне хăйсен тÿпине хываççĕ. Малашне те пĕр ĕмĕт-тĕллевпе утса палăртнă ĕçсене пурнăçлама ырлăх-сывлăх, ăнăçу, хавхалану, çемьере телей сунатпăр.

“Тăвайри кооператив” потребобщество.

 

Тăвай енĕн хисеплĕ çыннисем, хăнасем!

Хаклă ентешсем!

Акă эпир пурте кĕтекен, пурте юратакан Çĕнĕ çул уявĕ те çитрĕ. Эпир хамăр утса тухакан çула пĕтĕмлететпĕр, Çĕнĕ çул валли çĕнĕ тĕллевсем палăртатпăр, малашлăха планлатпăр. Умрах тата тепĕр пысăк уяв – Раштав. Çак уявсем пире пĕр-пĕринпе, туссемпе, кÿршĕсемпе, пĕтĕм çĕр-шывпа пĕр çыхăра тăма пулăшаççĕ, кашни çемьене савăнăçпа шанăç кÿреççĕ. Курантсем çапнинче эпир çĕр-шыв сассине илтетпĕр, хамăр тунă ĕçсене хак паратпăр, пуласси пирки шутлатпăр. Халăхсен пĕрлĕхĕнче – патшалăх вăйĕ, çав вăйпа, пĕлсе те тĕрĕс усă курсан, пысăк ĕçсем тума пулать.

Çĕнĕ 2014 çул çĕр-шывшăн, республикăшăн, кашни çемьешĕн ăнăçлă та тухăçлă пултăр, çĕнĕ майсемпе çитĕнÿсем илсе килтĕр, йывăрлăхсене сирсе яма пулăштăр, ырă ĕçсемпе палăртăр.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе чĕререн саламлатăп сире, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, телейпе ăнăçу сунатăп. Ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.

Хисеплесе “АККОНД” АУОн генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.ИВАНОВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика