АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Олимп çулăмĕн Эстафети – Шупашкарта

07:34 31 декабря 2013 г.

Иртнĕ эрне кун хĕллехи Олимпиада çулăмĕн эстафети Шупашкарта пулчĕ. Хулан чугун çул вокзалĕ умĕнче шăп кăнтăрла савăнăçлă лару-тăрура Ульяновскран килсе çитнĕ çулăмран пĕрремĕш факела çутнă. Эстафетăна хутшăнакансене хула пуçлăхĕ Л.Черкесов саламласа ырă çул суннă.

Пĕрремĕш факелпа Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева утнă.

Хула урамĕсем тăрăх факелпа 163 çын чупса тухнă. Вĕсен хушшинче ятлă-сумлă спортсменсемпе пĕрлех тренерсем те, общество деятелĕсем, меценатсем, паралимпиецсемпе хула çыннисем те пур.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă эстафетăна. Вăлах “Олимпийский” стадионта Олимп вăййисен чемпионĕпе Владимир Воронковпа пĕрле çулăм чашăкне чĕртнĕ. “Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак пулăма хутшăнса эпир хамăр та çулăм пек хĕмленетпĕр. Пирĕн республика Олимп вăййисен пĕр пайĕ пулса тăчĕ. Паянхи мероприяти пире спортпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарать”, – палăртнă Михаил Васильевич çынсене уяв ячĕпе саламланă май. Çав кун хулари чылай вырăнта концертсем, хаваслă стартсем иртнĕ.

Олимп çулăмĕ Шупашкартан Йошкар-Олана çул тытнă.

В.ИВАНОВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика