АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Олимп çулăмĕ – Чăваш Енре

08:10 27 декабря 2013 г.

Паян, раштавăн 27-мĕшĕнче, Олимп çулăмĕн эстафети Чăваш Ене çитет. Вăл чукун çул вокзалĕнче 12 сехетре старт илсе 20 сехетре вĕçленет, хулан çурçĕр-хĕвел анăç районне çитичченех тăсăлать.

Эстафета виçĕ тапхăрпа иртет. Пĕрремĕшĕ – чукун çул вокзалĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх университечĕн спорт керменĕ патне çитиччен; иккĕмĕшĕ: ЧПУ – Хĕрлĕ лапам, унта уяв 17.30 сехетре пуçланать; виççĕмĕшĕ: Хĕрлĕ лапам – “Олимпийский” стадион, чаплă концерт 18 сехетре пуçланать. Мероприяти çулăм чашăкне чĕртнипе вĕçленĕ. Çаксене пĕтĕмпех Чăваш Наци телевиденийĕпе тÿрĕ эфирта пăхма пулать.

Шупашкарта 10 сехетрен 22 сехетчен эстафета иртекен çулсемпе автомобильсене тата общество транспортне çÿреме чараççĕ. Çавăнпа çынсене харпăр хăй транспорчĕпе çула тухассинчен тытăнса тăма ыйтаççĕ.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика