АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăх пурнăçне лайăхлатасси – тĕп тĕллев

08:49 20 декабря 2013 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран

ПЫСĂК ТУХĂÇЛĂХ ТАТА УÇÇĂНЛĂХ

Пысăк тухăçлăх тата уççăнлăх – хамăр ĕçе йĕркелемелли икĕ тĕп принцип. Эпир çакна виçĕ çул каялла пĕлтертĕмĕр тата çавăнтанпа ăна çирĕппĕн пăхăнса пы¬ратпăр.

Республикăри ĕç тăвакан влаçăн мĕн пур органĕнчех Общество ка¬нашĕсем туса хунă. Вĕсем йышăнусен проекчĕсене сÿтсе явма хас¬тар¬ хутшăнĕç, тÿре-ша¬ра ĕçне республикăра пурăнакансен нуши¬сем¬пе тата ыйтăвĕсемпе çывăхлатма пулăшĕç тенĕччĕ. Çак тĕл¬левĕн пĕр пайне пурнăçланă. Анчах та палăртса хăварма тивет, пĕтĕ¬мĕш¬ле илсен, Об¬щество канашĕсен членĕсем шухăшлав сÿрĕклĕх¬ĕнчен, ĕçе ячĕшĕн ту¬нин¬чен, пысăк вырăнти тÿре-шара умĕнчи хăюсăрлăхран хă¬тăлса пĕтей¬мерĕç.

Ăнланмалла, илсе кăтартнă тĕнче курăм паллисем вăрах вăхăт йĕр¬ке¬ленсе çирĕп¬лен¬нĕ тата демократи йăли-йĕрки пулманран вĕ¬сенчен хăтăлма пĕрре те çăмăл мар. Анчах та çакна тумаллах. Унсăрăн пирĕн граждан обществи енне выртакан çулпа ытла та вăрах вăхăт утма тивĕ.

Паян республикăри ĕç тăвакан влаç общественноçпа – политика партийĕсемпе, об¬щество орга¬низацийĕсемпе, прессăпа – уççăн калаçма хатĕр.

Министрсен Каби¬нечĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хăйсен ĕçĕнче усăллă çĕнĕ идейă¬семпе сĕнÿсене йĕркелеме, çавăн пекех влаç тăвакан йышă¬нусене общество енчен тăвакан экспертиза тухăçлăхĕпе пахалăхне ÿс¬терме пулăшакан крауд¬сорсинг прин¬ципĕ¬семпе тата инноваци технологи¬йĕсемпе ан¬лăрах усă курмалла.

 

БЮДЖЕТ ТАТА ЭКОНОМИКА АТАЛАНĂВĔ

Пирĕн тĕп тĕллев – халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси.

Çывăх вăхăтри виçĕ çул валли республика бюд¬же¬тне йышăнса хăварнă. Ун шайĕнче мĕн пур тĕп сфе¬рăри ĕç-хĕлех пырса тивекен Чăваш Республикин патшалăхăн 15 программине, çав шута 69 çум про¬грамма та кĕрет, пур¬нăç¬лама палăртнă.

Çапах та пирĕн бюджет политикине лайăхлатмалли тата хамăрăн тупăшсене ÿстермелли резервсем те çителĕклĕ. Бюджетăн тупăш пайне тултармалли çăл куçсенчен пĕри вăл патшалăх тата муни¬ципа¬литет пурлăхĕпе тухăçлă усă курни пулса тăрать.

2013 çулта шалти рынокра тавар сутăнасси чакнăран, конкуренци вăйлă пулнăран, кредитсене вăрах вăхăта парасси йăлана кĕменрен Чă¬ваш Ен промышленноç комплексĕн чылай отраслĕнче произ¬водство ша¬йĕ чакрĕ. Çав вăхăтрах республикăри предприятисем пĕр вырăнта тă¬маç¬çĕ, ма¬лалла аталанаççĕ.

Халĕ малта пыракан предприятисем çĕнсе илнĕ малти позици¬сене çирĕп¬летсе хăвармалла тата вĕсен опытне республика экономикин никĕсри отрас¬лĕсенче сармалла. Пирĕн умра модернизаци, техника тĕ¬лĕ¬шĕнчен пуянланас ĕç¬сене инвес¬ти¬цисем явăçтарнин никĕсĕ çинче ĕç тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă тĕл¬левсем тăраççĕ. Халь¬хи усло¬ви¬сенче экономика ÿсĕмне технологин çĕнĕ ты¬тăмне куçса кăна тивĕç¬тер¬ме пулать.

XXI ĕмĕр условийĕсенче конкурентлă пулас тесен, паянхи тата ыранхи кунпа кăна пурăнни çителĕксĕр. Пирĕн халь пурнăçлакан рес¬публикăн Со¬циаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стра¬тегийĕн чикки¬сенчен иртсе тата та ма¬ларах пăхмалла, стратегин тĕп ориентирĕсемпе приоритечĕсене, республикăн 2030 çулчченхи аталанăвĕн траекторине палăртмалла.

Министрсен Кабинетне 2014 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕ¬шĕ тĕлне бюд¬жетăн вăрах вăхăтлăх стра¬тегине туса хатĕрлеме хушса хăваратăп.

Ку кăткăс та пĕлтерĕшлĕ, яваплă тĕллев. Анчах та эпир хамăр ума ам¬бициллĕ тĕл¬лев¬сем лартса вĕсене пурнăçлама хăнăхнă. Ха¬мăр вăя шанмалла, тă¬рăшса ĕçлемелле тата суйласа илнĕ çулран ниç¬талла та пăрăнмалла мар. Ун чухне пирĕн пурте ăнать!

 

ЯЛ ХУÇАЛĂХĔ

Ял хуçалăхне аталантарасси пирĕн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланать.

Тунă ĕç кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ, шута илессине кирлĕ пек йĕр¬ке¬ленĕ, ĕç тухăçлăхĕ пысăк шутланакан агропромышленноç ком¬плексĕн органи¬заци¬йĕ¬сенче ĕç¬шĕн те тивĕçлипе тÿлеççĕ. Çапах та пĕтĕ¬мĕшле илсен, пирĕн ял хуçа¬лăхĕнче тÿлекен ĕç укçи Атăлçи фе¬дераци округĕнчи регионсен хуш¬шинче пĕчĕккисенчен пĕри шутланать, çакă ырă мар япала, анчах та ку факт. Паян вăй питти çынна вунă пин те улт çĕр тенкĕпе танлашакан ĕç укçи тивĕçтерме пултараймасть. Çирĕп йĕркепе тÿлекен, пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ пулманни ĕçлеме пултаракан халăх ял çĕрĕнчен урăх вырăна куçнин тĕп сăлтавĕ пулса тăрать. Чăн малтанах çакă Мускава, Санкт-Петербурга, Хусана ĕçлеме çÿрекен ар¬çынсене пырса тивет.

Халăхра, «Ар епле – йышĕ çапла», – теççĕ. Çемьесем кĕске вă¬хăтлăха кăна пул¬сан та кил хуçисĕр тăрса юлни мăшăрсен хушшинчи хутшăнусене тата – чи пĕл¬терĕшли – ачасене воспитани парас ĕçе япăх витĕм кÿ¬рет. Çак лару-тăрăва йĕркене кĕрт¬мелле. Чăн та, пирĕн регион ĕç вăйĕ ытлашши пулнипе палăрса тăрать тата Атăлçи фе¬дераци окру¬гĕнчи вăтам шайпа танлаштарсан, халăх йыш¬ĕ те унта 3,5 хут пысăкрах. Çапах та илсе кăтартнă çак тĕслĕх çине таянни кунта тÿрре тухмалли сăлтав пулма пултараймасть.

Министрсен Кабинечĕн, вырăнти хăй тытăм¬лăх органĕсен, пред¬прияти ертÿ¬çисемпе бизнес-пĕрлĕхĕн ял ĕçченĕсене ĕçпе тивĕç¬терес та¬та вĕсен ĕç укçин шайне ÿстерес енĕпе пĕрле пурнăçламалли мерăсен комплексне туса хатĕрлемелле. Чăн малта¬нах халăхра «арçын про¬фес¬сийĕ» теме хăнăхнă ĕç вырăнĕсем йĕр¬келеме тăрăшмалла. Арçыннăн çемьере пурăнмалла!

Туса ирттернĕ ĕçсене пăх¬масăр, реформăсем пурнăçланакан 20 çул хушшинче те эпир ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене кирлĕ пек шута илес тата вĕсемпе усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе йĕрке туса çитереймерĕмĕр. Хуçасăр çĕрсем тĕлĕш¬пе халĕ те право çирĕплетекен документсем йĕркелемен, çакă вара вĕсемпе тĕрĕс мар усă курасси патне илсе пырать. Çавăнпа та вы¬рăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне çитес виçĕ çулта çÿлерех асăннă çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе муници¬па¬литет пĕрлĕ¬хĕ¬сен харпăрлăх правине регис¬трацилессине вĕç¬леме тĕл¬лев лартатăп.

 

ÇУРТ-ЙĔР СТРОИТЕЛЬСТВИ

Чăваш Республикинче эконом-класс йышши пурăнмалли хăтлă çурт-йĕр тă¬вассине ата¬лантарни урлă граждансен мĕн пур категорине туянма юрăхлă пурăн¬малли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине патшалăхăн çурт-йĕр политикин стратеги тĕллевĕ тесе пĕлтернĕ.

2012 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕрĕн хута янă чăн калăпăшĕ 310 пин тăваткал метрпа е пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртнĕ пу¬рăнмалли çурт-йĕр калăпăшĕн 38 проценчĕпе танлашнă, 2013 çулта çавнашкал çурт-йĕре 346 пин тăваткал метр чухлĕ е хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕ-тĕмĕшле калăпăшĕн 40 проценчĕ чухлĕ тума палăртнă.

2013 çулта пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли уйăрса пама 452 гектара яхăн çĕр лаптăкĕсене халăх пурăнакан вырăнсен çĕрĕсен шутне кĕртнĕ, унта 215 пин тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тума пăхса хăварнă. 1500 çĕр лаптăкне нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама йышăннă.

Халăх пурăнакан вырăнсене комплекслă майпа çурт-йĕр лартас ыйтăва тишкернĕ чухне муниципалитет пĕрлĕхĕсене малаш¬лăх¬лăн аталантарассине те шута илмелле. Уйрăмах çакă Шупашкар агло¬ме¬раци тытăмне кĕрекен муниципалитетсемшĕн пĕлтерĕшлĕ шут¬ла¬нать. Чăваш Ен Строительство министерствине 2014 çулхи пĕр¬ремĕш квар¬¬тал вĕçленичченхи тапхăрччен халăх пурăнакан вырăнсене, çумлă терри¬торисене аталантарассине шута илсе, компактлă майпа çурт-йĕр лартас енĕпе сĕнÿсем тăратма хушса хăваратăп.

 

ТИРПЕЙ-ИЛЕМ ХАМĂРТАН КИЛЕТ

2011 çултан пуçласа республика хулисенче нумай хваттерлĕ çурт¬сен карти¬шĕсене тата вĕсем патне пымалли çулсене юса¬малли тата тĕпрен юсамалли про¬грамма пурнăçланать. Кăçал рес¬пуб¬ликăн пĕр¬леш¬тернĕ бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе 272 картиш терри¬то¬ри¬не тата вĕ¬сем патне пымалли 143 çула 135,7 миллион тенкĕлĕх юсанă.

Юлашки çулсенче çав тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕмпе 500 мил¬лион тенке яхăн тăкакланă, çакă 764 картиш территорине тата вĕсем патне пымалли 417 çула юсама май панă. Шупашкарта кăна çав тапхăрта хулари картишсен çуррине ытла тир¬пей-илем кĕртнĕ. Юсав ĕçĕпе пĕрлех картишсене ача-пăча çĕнĕ пло¬щадкисене, спорт хатĕр-хĕтĕрне вырнаç¬тарас ĕç пырать. Çапла майпа ачасемшĕн тата аслăрах çынсемшĕн те лайăх канмалли, спортпа туслашмалли, сывлăха çирĕплетмелли, вĕсен социаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли майсем йĕрке¬ле¬неççĕ. Ку про¬граммăна хула çыннисем ырласа йышăнчĕç тата ăна Раççей Феде¬рацийĕн Правительстви те тивĕçлĕ хак пачĕ.

 

СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔ

Тулли кăмăлпа çакна палăртатăп, пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ халăх хăй халлĕн ÿсни палăрать, 2013 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче ку кăтарту 1 пин çын пуçне Ç0,7 процентпа танлашрĕ. Халăхăн пурнăç тăршшĕ 70,3 çул таран ÿсрĕ.

Чăваш Ен пĕчĕк ачасем тата çынсем чĕрепе юн ты¬ма¬рĕсен чирĕсене пула ви¬лессин чи пĕчĕк кăтартăвĕсемпе Раççейре ырă енĕпе пĕр¬ремĕш хут палăрмасть ĕнтĕ.

2013 çулта республикăра çитĕннисене анлăн диспансеризаци тăвас ĕç пуç¬ланчĕ. Плана пурнăçланин хăвăртлăхĕ енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъек¬чĕсем хушшинче малта пыракансен йышне кĕчĕ. Рес¬публикăра пурăнакансен диспансеризаци иртнĕ пайĕн 70 проценчĕ ытла тĕрлĕ чирпе чирленине палăртнă, çакă тухăçлă мерăсене вăхăтра йышăнма май панă тата чирсене аталанма паман. Çав вăхăтрах юлашки çирĕм çулта пуçласа бюджетран самаях укçа-тенкĕ уйăрнă меди¬цина тишкерĕвне хăй ирĕ¬кĕпе 17 пин ытла çын тухма килĕшмен.

Организацисен ертÿçисене 2014 çулта хăйсен ĕçченĕсене диспан¬се¬ри¬заци кăларас тĕлĕшпе ăнлантару ĕçне туса ирттерме ыйтатăп. Ку вăл ĕç паракансемшĕн те усăллă, мĕншĕн тесен чирсене маларах тупса па¬лăрт¬ни ĕçченсем больничнăйсем илесрен хăтăлма май парать.

2013-2015 çулсенче республикăра пурăнакан аслăрах çынсем пурте тÿлевсĕр медицина тишкерĕвне тухма пултараççĕ. Ачасем кашни çулах диспансеризаци тухĕç.

Профилактика мерисемпе кăна мар, чирлесе ирттернĕ çыннăн сыв¬лăхне йĕр¬кене кĕртес тĕлĕшпе те тимлĕн ĕçлемелле. Чăваш Енĕн са¬наторипе курорт тата реа¬билитаци енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен вăй-хă¬вачĕ самаях пысăк. Раççей Сывлăха сыхлас ĕç министерствин ертÿ¬лĕ¬хĕ тата çĕр-шывăн 83 регионĕнчи сывлăха сыхлас ĕç ертÿçисем хут¬шăннă Пĕтĕм Раççейри канашлура Чăваш Ен медицина реабилита¬цийĕн «ылтăн эталонĕ» пулнине çирĕплетнĕ.

Çапах та сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕн тухăçлăхне паракан тĕп хак вăл халăх ме¬дицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе кăмăллă пулни шутланать, паян ку кăтарту 46 процентпа танлашать. Рес¬публикăра Па¬циент¬сен ка¬нашне туса хунă, унăн ĕçĕн çул-йĕ¬рĕсенчен пĕри социаллă пулăшу па¬ра¬кан организацисен ĕç пахалăхне хак памалли пăхăнман тытăма йĕр¬келесси, çавнашкал органи¬зацисен уçă рейтингне тытса пырасси пулса тăрать. Социаллă сфера учреж¬де¬н謬йĕ¬¬сенче те попечитель кана¬шĕсен институчĕсене чĕртсе тăрат¬малла, вĕ¬сем па¬ракан пулăшу ĕçĕсен па¬ха¬лăхне хак паракан пăхăнман экспертсем пулма пул¬тараççĕ. Сывлăха сыхлас ĕç министерстви умне çак ĕçе 2014 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен туса ирттерме тĕллев лартатăп.

 

ШКУЛСЕНЧИ ХĂЙ ТЫТĂМЛĂХ

Кăçал Чăваш Енри шкул вĕренĕвĕн тытăмĕ федераци шайĕнче пы¬сăк хака тивĕçрĕ. Пирĕн 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне лек¬рĕ, Шупашкар ху¬линчи 3-мĕш лицей вара – çĕр-шыври чи лайăх 25 шкул шутне кĕчĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕн никĕсĕнче – шкулсен администра¬цийĕ, педагогсен коллективĕ, общество канашĕсем, шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ пĕрле тухăçлă хутшăнса ĕçлени. Çак факта ашшĕ-амăшĕн комитечĕсемпе попечитель канашĕсем ячĕшĕн çеç ĕçлекен, вĕсем вĕре¬нÿ ĕç-хĕлне тытса пырас ĕç-хĕле чăнласа хутшăнман вĕренÿ уч¬реж¬денийĕсен ертÿçисене шута илме ыйтатăп.

2014-2015 çулсенче професси вĕренĕвĕн тытăмĕнчи прикладной квалифи¬кацисен нумай функциллĕ 6 центрне тума палăртнă, вĕсем пы¬сăк технологиллĕ про¬из¬водствăсем валли специалистсем вĕрентсе ха¬тĕр¬лессине тивĕçтерĕç.

Вĕренÿ тытăмĕн, ачан çынлăх паллисене аталантармалли ĕç-хĕл никĕсĕ шкулчченхи вĕренÿ пулса тăрать. Ачасене ача сачĕсенче вырăн¬семпе тивĕçтерес енĕпе илнĕ тивĕçсене эпир сирĕнпе йĕркеллĕн пур¬нăç¬ласа пыратпăр.

Патшалăх тата муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕсемсĕр пуçне, Чăваш Енре патшалăхăн мар 6 ача сачĕ, çавăн пекех уйрăм çын тытса тăракан 20 ытла центрпа студи ĕçлеççĕ, вĕсем шкулчченхи ÿсĕмри ача¬сене пăхса тата асăрхаса тăрас ĕçе пурнăçлаççĕ. Ку çул-йĕре вăйлатмалла.

Çулталăк çурăчченхи ÿсĕмри ачасене эпир ача сачĕсенчи вырăн¬семпе 2015 çулта тивĕçтеретпĕр. Республикăри шкулчченхи вĕренÿ уч¬реж¬денийĕсенче 3 çултан аслăрах ачасен черетне вара, паян çакна çирĕплетсех калама пулать, пĕтĕмпех пĕтернĕ.

Çамрăксене патриотла воспитани парассине тата доброволецсен юхăмне аталан¬тарассине, паянхи кун асăннă юхăм ĕçне 42 пин волонтер хутшăнать, уйрăмах тимлĕн пăх¬малла. Çакă вăл республикăра пурăна¬кан пĕтĕм çамрăксен йышĕн 15 процентне яхăн.

Чăваш Ен çамрăкĕсем Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци ок¬ру¬гĕнчи пол¬но¬мочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пу¬çарнă проектсе¬не те хас¬тарлăн хутшăннă. Республика команди уйрăмах Сочи хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раç¬çейри спорт туризмĕн фестивалĕнче ăнăçлă ăмăртнă, унта пирĕн турист¬сем пĕрремĕш вырăн йышăннă. «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерьне, çавăн пекех округри «Атăлçи Зарници» çарпа спорт вăййисене хутшăннă çамрăксем те Чăваш Ен чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленĕ.

Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви ирттерекен смотр-конкурсри пирĕн çĕнтерÿ çамрăксене воспитани парас ĕç тухăçлăхĕн ырă кăтартăвĕ пулса тачĕ. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Чăваш Рес¬пуб¬ли¬кине çар учетне тата запасри граждансене броньлассине йĕркелесе пы¬рас енĕпе çĕр-шыври чи лайăх регион те¬се йышăннă.

Республикăри кадетсен корпусне туса хуни ачасемпе çамрăксене воспитани парас енĕпе комплекслă майпа тăвакан ĕçсен йышне малалла тăснин лайăх тĕслĕхĕ пулассăн туйăнать. Чăваш Ен Вĕренÿ министер¬ст¬в¬ин çак ыйтăва татса парассипе çыхăннă сĕнÿсене 2014 çулхи пĕрре¬мĕш çур çулра тăратмалла.

 

СПОРТ

Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çынах спортпа туслă. Халăх йышлăн хутшăнакан спорт акцийĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсем унта хутшăнакансене пысăк хастарлăх тата лайăх кăмăл-туйăм кÿреççĕ. Сăмахран, Шупашкар хула кунĕнче ирт¬тернĕ «çăлтăрпа пĕрле – за¬рядкăна» акцие 28 пин çын хутшăннă тата ăна Ев¬ро¬па Рекорчĕсен кĕне¬кине кĕртнĕ.

Республикăн спорт çитĕнĕвĕсене Раççей тата тĕнче шайĕнче тивĕç¬ли¬пе хак панă. Чăваш Ен сумлă ăмăртусене – 2015 çулта çăмăл атлетика енĕпе Евро¬пăн ко¬ман¬дăсен чемпионатне, 2016 тата 2018 çул¬сенче хăвăрт утас енĕпе Тĕнче ку¬бокне – ирттерме ирĕк илнĕ.

Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тунă пирĕн çитĕнÿсене федераци наградисемпе палăртнă. 2012 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе рес¬публика физ¬культурăпа спорт ĕçне чи лайăх йĕркеленине тупса палăр¬тас енĕпе ирт¬терекен Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра Раççей Феде¬рацийĕн субъек¬чĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Юлаш¬кинчен тата иртсе пыракан çул пĕтĕмлетĕвĕсене тунă май, Раççей Пра¬ви¬тельстви пуçласа Чăваш Ене «Раççей регионĕ» номинацире физ¬куль¬турăпа спорт енĕпе паракан наци премине парса чысланă. Пирĕн рес¬публикăна Раççей Фе¬д嬬рацийĕнче спортпа туслă чи лайăх регион тесе йышăннă тата ĕнер эпĕ Раççей спорт министрĕн Виталий Леонтьевич Мут¬ко аллинчен награда илтĕм.

Спортпа туслă мĕн пур çынна, сывă пурнăç йĕркине тытса пы¬ракан¬сене пурне те çак сумлă та тивĕçлĕ наградăпа саламлатăп!

 

ИНВЕСТИЦИ ПОЛИТИКИ

Паян Чăваш Енре Чăваш Республикин Ĕç тăвакан влаç органĕсен лайăх ин¬вес¬тици климатне ти¬вĕç¬терес енĕпе тумалли ĕç-хĕл стандартне, Чăваш Республикин Инвестици декларацине, Чăваш Республикин 2020 çулчченхи Инвестици стратегине, инфратытăм объекчĕсен строи¬тель¬ствин планне йышăннă.

Патшалăх Канашĕн тата Министрсен Кабинечĕн республика атала¬нăвĕшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕл пурнăçлакан инвестор¬сене малаш¬не икĕ çуллăха «налук кани¬кулĕ» туса па¬мал¬ли мая пăхса тухмалла.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисен Министрсен Кабинечĕпе пĕрле бизнеса аталантармалли инфратытăм тăвас енĕпе пурнăçлакан ĕçне вăйлатмалла. Сăмахран, кашни районтах «кĕмелли» уçă майсемпе промышленноç площад¬кисем, индустри паркĕсем тума çĕр лаптăкĕсем йĕркелемелле. Инвесторăн çав çĕр лаптăкĕсем, унти пур пек коммуника¬цисем тата вĕсен çумне çыхăнтармалли майсем, аренда тÿ¬ле¬вĕ, налук йĕр¬ки çинчен ирĕклĕн те туллин пĕлме майсем пулмалла. Мĕн пур муни¬ципалитет пĕр¬лĕ¬хĕн¬чех инвесторсемпе «пĕр чÿрече» йĕркипе хутшăнса ĕçлессине тивĕ第термелле.

Паллă ĕнтĕ, инвестор хăйĕн прависене тата пурлăхне хÿтĕлессине пат¬шалăх гарантилекен региона суйласа илет. Чăваш Республикин эконо¬ми¬кине ют çĕр-шыв инвестицийĕсене явăçтарасси çинчен калакан сак¬кун туса хатĕрлемелле тесе шутлатăп.

Уйрăм çынсен хушма инвестицийĕсене явăçтарма Интернет сетĕнче пурте паллашма пултаракан май¬па йĕрке¬лесе çитернĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен пĕлтерекен Пĕрлехи ин¬фор¬маци ресурсне йĕркеленĕ, унта инвестици проекчĕсене пур¬нăç¬лама палăртнă пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 368 гектарпа танлашакан 124 çĕр лаптăкĕ çинчен пĕлтерекен сведенисене выр¬наçтарнă.

Халĕ усă курман тата тухăçсăр усă куракан мĕн пур çĕр лаптăкĕн ре¬естрне тăвассине тивĕçтермелле. Асăннă ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерме «ха¬лăх инвентаризацийĕн» мелĕпе усă курма пулать, урăхла каласан, хуçа¬сăр çĕр лаптăкĕсене граждансем пулăшнипе тупса палăртмалли мелпе. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне тĕллев лартатăп – çывăх икĕ çулта ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсене туллин инвентаризацилессине тата вĕсе¬не йĕркелесе çитерессине туса ирттермелле.

Ку енĕпе тумалли иккĕмĕш утăм çав йĕркелесе çитернĕ çĕрсене пулас инвесторсене хăйсен проекчĕсене пурнăçлама аукцион урлă уйăр¬са парасси пулса тăрать.

Инвестици ĕçĕнчи тĕп çитменлĕхсенчен пĕри влаç органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче килĕшÿ ĕçĕсене туса ирттерессипе çыхăннă чăрмавсем пулнине палăртатăп. Хăш чухне документсене килĕшÿллĕ тăвас ĕç темиçе çула тăсăлать.

Коммуналлă тата энергетика инфратытă¬мĕсем çумне çыхăнтар¬малли, строительство тума ирĕк илмелли вăхăта май пур таран кĕскетмелле. Ĕçе юриех тăсса пыракан кашни тĕслĕхех тивĕçлĕ хак памалла тата, енчен те çав чăрмав сăлтавĕ çынсемпе çыхăннă пулсан, вĕсен тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăнусем тумалла.

 

ТАРАВАТЛĂХ

Пирĕн халăх яланах тараватлăхĕпе палăрса тăнă. «Хăнана лартма сакки те пулмасан, ку çын чăваш мар тенĕ», – палăртать халăх ăсĕ. Пирĕн хуласенче пулса курнă чылай турист вĕсенче пурăнакан çынсем ырă кăмăллă, пулăшма хатĕр тата ыр сунăмлă пулнине палăртать. Суту-илÿ тата пулăшу ĕçĕсем паракан сферăсен организацийĕсенче те клиент тĕлĕшпе çавăн пек ырă та тарават хутлăх йĕркелемелле. Клиента хăй¬сен майлă çавăрас тесе тăрăшман предприятисем тем тесен те, рынок экономикин условийĕсенче конкурентлă пулма пулта¬раймаççĕ. Енчен те çавнашкал пред¬приятисем йĕркеллех тытăнса тăраççĕ тата малалла та аталанаççĕ пулсан, ку пĕр çакна кăна çирĕплетет – экономикăн çак сы¬пăкĕнче кирлĕ пек конкуренци çук. Экономика аталанăвĕн министерст¬вине тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суту-илÿпе пулăшу ĕçĕсен сферин организацийĕсенче пулăшу памалли ĕç культурине ÿстерес енĕ¬пе мерăсем йышăнма кирлĕ тесе шутлатăп.

Çакна лайăх ăнланмалла, турист вăл – инвестор, унăн укçи-тенки республика экономикине аталантарас ĕçе хутшăнать. Унашкал çынсем тĕлĕшпе тимсĕр пулма юрамасть!

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

«Культура» ăнлав этемлĕх цивилизацийĕ нумай ĕмĕрсем хушшинче туса çитернĕ илемлĕх хаклăхĕсене кăна палăртмасть, вăл çынсем хушшинчи хутшăнусен мĕн пур сферинех пырса тивет. Производство культурисĕр паян ĕçĕн пысăк тухăçлăхне тивĕçтересси пирки шутла¬малли те çук, дискусси культури çивĕч ыйтусене кирлĕ пек татса па¬малли тата тĕрĕс йышăнусем тумалли никĕс пулса тăрать, пулăшу ĕçĕ¬сен рынокĕнчи конкурентлăх вара пахалăхлă сервис пулнинчен килет. Культурăна, унăн пĕлтерĕшне анлăн ăнланса, тăтăшах ÿстерсе пырасси пирĕн республикăра норма пулса тăмалла.

Чăваш Ен тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян. Хăйĕн çут çанталăкĕпе, историйĕпе, сайра тĕл пулакан культура еткерĕпе, йăли-йĕркипе тата мешехисемпе, ĕçчен те ырă, уçă кăмăллă, тарават çыннисемпе пуян. XXI ĕмĕрти условисенче, тĕнчере глобализаци процесĕсем вăйра тăнă тап¬хăрта, пирĕн халăхăмăршăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хамăр хыççăн килекен ăрусене пама сыхласа хăварма тăрăшмалла.

Çав хаклăхсем тăвансемпе çывăх çынсене чунтан юратмаллине, тăван ен ырлăхĕшĕн яваплă пулмаллине, ĕç çыннине хисеплемеллине çирĕплетеççĕ. Енчен те паянхи çамрăксем вĕсене тивĕçлипе йышăнсан, Чăваш Ене ырă пуласлăх кĕтет тесе çирĕплетсех калама пулать. Мĕншĕн тесен хамăр республикăна эпир пул¬таруллă ĕçпе çеç илемлĕрех те пуянрах тăвайратпăр. Тăнăçлăха, килĕшĕве тата пĕр-пĕрне ăнланнине уп¬раса пурăнса кăна эпир эко¬номикăна аталантармалли, обществăн со¬циаллă кăмăл-туйăмне лайăхлатмалли, çемьесенче вара сывă, ашшĕ-амăшĕ савăнса кĕтекен хаваслă ачасем çуралмалли майсем туса хума пултаратпăр!

(Çырăва кĕскетсе пичетленĕ).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика