АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » УЯВ ЯЧĔПЕ!

09:20 13 декабря 2013 г.

Чăваш Ен энергетика комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Энергетика вăл – экономикăри çирĕп аталану, обществăри социаллă пурнăç тулăхлăхĕн, кашни çемьери хăтлăх никĕсĕ.

Эсир Чăваш Республикинче пурăнакан çынсен çурчĕсене ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерсе тăратăр. Хăвăр ĕçĕре пысăк ăсталăхпа тата яваплăха туйса тунине пула республикăри энергетика тытăмĕ тухăçлă та шанчăклăн ĕçлет, экономика организацийĕсемпе патшалăх тата муниципалитет учрежденийĕсем хăйсен ĕçне йĕркеллĕн пурнăçласа пыраççĕ.

Чăваш Ен Правительстви энергетика комплексне ăнăçлăн аталантарма тата унăн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерме майсем йĕркелет. Ĕçĕн пысăк тухăçлăхĕ, хальхи вăхăтри технологисене ĕçе кĕртни, инновациллĕ йышăнусем отраслĕн республикăри предприятийĕсене Раççейри тата тĕнчери рыноксенче малти вырăнсене çĕнсе илме пулăшаççĕ.

Чăваш Ен энергетика промышленноçне йĕркелес тата аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнă ветерансене уйрăммăн тав тăватăп.

Сире тата сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, мĕн пур ырă пуçарура ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика