АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Канаш ларăвне хутшăннă

08:54 06 декабря 2013 г.

Декабрĕн 3-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерстви çумĕнчи Канашĕн ХХII ларăвне хутшăннă.

Унта Раççейпе Евросоюз пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес, малашлăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Ларура РФ регионсен аталанăвĕн министрĕ И.Слюняев доклад тунă. Хальхи вăхăтра Раççейпе Евросоюзри çĕр-шывсем 25 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ, вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 429 млн. евро шутланать. Çавах та ку ытла та çителĕксĕр, пĕрле укçа-тенкĕ хывассине палăрмалла лайăхлатни кирлĕ. Докладчиксем те, тухса калаçакансем те урăх çĕр-шывсен инвесторĕсемпе çыхăнусем йĕркелес ĕçре регионсенчи суту-илÿпе промышленность палатисен майĕсемпе туллин усă курма кирлине палăртнă.

Михаил Игнатьев Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министерствинче НПП (Никама пăхăнман патшалăхсен Пĕрлĕхĕ) ĕçĕсен Федераллă агентствин ертÿçипе Константин Косачевпа тĕл пулса калаçнă, сăмах Чăваш Енрен тухнă, халĕ урăх çĕр-шывсенче пурăнакан ентешсене инвестици ĕçне явăçтарас пирки те пынă.

Республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика