АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Информаци обществи” программăна ырланă

08:54 03 декабря 2013 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕ “Чăваш Енĕн 2012–2020 çулсенчи информаци обществи” патшалăх программине ырланă.

Вăл 4 пайран тăрать:

информаци технологийĕсене аталантарасси;

информаци хутлăхĕ;

Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă тата инноваци аталанăвне геоинформаципе тивĕçтересси;

2014–2020 çулсенче республикăра “Чăваш Енĕн информаци обществи” патшалăх программине пурнăçа кĕртесси.

Патшалăх программин тĕллевĕ – республика территорийĕнчи общество пурнăçĕн сферисенче информаципе телекоммуникаци технологийĕсене аталантарасси, вĕсен никĕсĕ çинче халăха паракан услугăсен пахалăх шайне лайăхлатасси.

Программăна пурнăçа кĕртнĕ май “Интернет” сечĕпе усă куракан кил хуçалăхсен хисепĕ ÿсет, электрон сервисĕпе республикăра ытларах та ытларах çын усă курма тытăнĕ. Патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки çынсем информаци ытларах илме пуçлĕç. Патшалăх, муниципалитетăн электрон услугисен пахалăх шайĕ ÿсĕ. Республика пуçлăхĕ М.Игнатьев шăпах ăна ÿстерес пирки каланă та. Май пур таран уçăмлă пулни ĕçлĕ лару-тăрăва лайăхлатма, региона инвестици тĕлĕшĕнчен илĕртÿллĕ тума пулăшĕ.

Информаци политикин министерствин ертÿçи В.Андреева информобществăна аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Ен Раççейре малтисен шутĕнче пулнине, анчах ăна тата пысăкрах хăвăртлăхпа аталантармаллине палăртнă. Халĕ республикăра çĕр çинчи цифрлă телевидени сетьне тăвас ĕçе пуçăннă. 2013 çул вĕçлениччен Шупашкарта, Çĕрпÿре, Канашра, Йĕпреçре тата Тăвайра цифрлă передатчиксене хута ямалла.

Асăннă патшалăх программине 2014–2020 çулсенче 1 млрд. та 277,326 млн. тенкĕ хывма пăхнă, çав шутра республика бюджетĕнчен – 1 млрд. та 148,262 млн., федераллă бюджетран – 38,874 млн. тенкĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика