АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Видеоконференци иртнĕ

08:36 29 ноября 2013 г.

Чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ.

Михаил Васильевич сивĕтме пуçланă май пушар ытларах тухни, пăр хытса çитменнипе инкек нумайрах пулни пирки пăшăрханса каланă, ку тĕлĕшпе профилактика мерисене вăйлатмаллине палăртнă. Халăха грипран тата вируслă ерекен чирсенчен вакцинаци тумалли пирки те каланă. Республикăна грипран сыхланмалли вакцина çителĕклĕ илсе килнине, халăхăн 21 процент прививка тума палăртнине пĕлтернĕ сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕ Алла Самойлова.

Республика Пуçлăхĕ муниципалитет администрацийĕсен пуçлăхĕсене алкоголь продукцийĕ сутассипе йĕркелекен нормативлă актсене пурнăçланине çирĕп тĕрĕслеме, йĕркене пăсакансене явап тыттарма хушнă.

Видеоконференцие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке те хутшăннă.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика