АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “Шкул-пресс” конкурс пуçланать

09:55 22 ноября 2013 г.

Шкул хаçачĕсен регионсем хушшинчи “Шкул-пресс” уçă пултарулăх конкурсне хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă. Ăна çуллен “Грани” издательство çурчĕ” УАО (Çĕнĕ Шупашкар) ирттерет. Кăçал асăннă конкурса Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен Министерстви пулăшнипе “Грани” хаçат 35 çул тултарнине халалласа йĕркелесе ирттереççĕ.

Хаклă çамрăк журналистсем! Конкурса хутшăнма сирĕн шкул хаçачĕн 2013 çулта тухнă виçĕ номерĕ кирлĕ. Вĕсене декабрĕн 27-мĕшĕччен “Грани” хаçат редакцине çак адреспа ярса памалла: 429950, Чăваш Республики, Çĕнĕ Шупашкар хули, Советская урамĕ, 14а. Туллинрех, çав шутрах конкурс положенийĕ çинчен те, www.grani21.ru сайт çинче пĕлме пулать.

Конкурс итогĕсене 2014 çулхи январĕн çурринче Раççей пичечĕн кунне уявланă май пĕтĕмлетеççĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика