АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » УЯВ ЯЧĔПЕ!

10:07 19 ноября 2013 г.

Налук службин хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Раççей Федерацийĕн налук органĕсен ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир пысăк ăсталăхпа тата тулли яваплăхпа тăвакан ĕç мĕн пур шайри бюджетсене тата патшалăхăн бюджет тулашĕнчи фончĕсене налуксемпе пуçтарусем çирĕп йĕркепе кĕрсе тăрассине тивĕçтерет, апла пулсан власть органĕсен республикăна экономика тĕлĕшĕнчен аталантарас тата унта пурăнакан çынсен пурнăç тулăхлăхне ÿстерес тĕллевĕсем ăнăçлăн пурнăçланасси те ытларах чухне унран килет.

Хальхи йышши информаци технологийĕсене, электронлă тытăмсене ĕçе кĕртни налук тÿлекенсене паракан пулăшăвăн пахалăхне ÿстерме тата налук службин ĕçне тухăçлăрах тума пулăшать. 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче налукран кĕрекен тупăшсем 7,5 процент, вырăнти бюджетсен тупăшĕсем вара 8,1 процент чухлĕ ÿсрĕç. Çак кăтартусене экономика ÿсĕмĕ кăна мар, налук органĕсен сотрудникĕсен ĕçченлĕхĕ, вĕсем тивĕçе парăнни тата принциплă пулни те тума май пачĕç.

Сире хастарлăн пурнăçлакан ĕçĕршĕн чунтан тав тăватăп. Çирĕп сывлăх, ырă шанăç, телей тата ырлăх сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика