Раççей Перекет банкĕн хисеплĕ ĕçченĕсем!
Сире професси уявĕпе чĕререн саламлатпăр!
Перекет банкĕ хăйĕн пуян та çутă историйĕпе çĕр-шыври тĕп финанс институчĕсенчен пĕри пулса тăрать, çĕр-шыв экономикине çирĕплетме пысăк тÿпе хывать.
Пĕр иккĕленÿсĕр лидер вырăнне йышăнни, ĕçлĕ лару-тăру тата миллионшар клиент шанни – пысăк профессоналлăхпа çирĕп тĕллевлĕхе, суйласа илнĕ ĕçе юратнипе унăн вăйне кăтартса параççĕ.
Çултан çул сирĕн ĕçĕн тĕп принципĕсем улшăнми çирĕп. Вĕсем – тĕрлĕ енлĕ, универсаллă пулни, шанчăклăх, лайăх сервис, вăхăтра пурнăçлани, пĕрле ĕçленин усăллă условийĕсем.
Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507"053 хушма офисĕн пур ĕçченне те ырми-канми ĕçшĕн, район аталанăвне хастар хутшăннăшăн тав тăватпăр. Коллектива палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пыма, шанчăклă партнерсемпе яланхи клиентсене хушса пырса пысăк малашлăхпа ĕçлеме таса кăмăл-туйăмран çирĕп сывлăх, хаваслăх, тулли телейпе иксĕлми шанăç, мĕнпур ырри сунатпăр.
Тăвай районĕн пуçлăхĕ В.ВАСИЛЬЕВ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.ВАНЕРКЕ.