АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тимлĕхре – район пурнăçĕпе аталанăвĕн ыйтăвĕсем

09:17 12 ноября 2013 г.

Тунти кунхи планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке яланхи пекех иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тапхăр задачисене палăртнă.

Ку эрнере пĕлтерĕшлĕ мероприятисем чылай. Ноябрĕн 12-мĕшĕнче администрацин пĕчĕк залĕнче Афганистан вăрçин ветеранĕсен республикăри Совечĕн Тăвайри уйрăмне туса хурас тĕллевпе Афганистанри тата Чечня Республикинчи вăрçă ветеранĕсен организациллĕ пухăвĕ иртет. Çакăн пек пухурах ноябрĕн 14-мĕшĕнче ашшĕсен район Канашне (Советне) туса хума палăртнă.

Ноябрĕн 16-мĕшĕнче Тăвайри вăтам шкулта ачасемпе çамрăксен “Сывлăх тата спорт – пурнăç хавалĕпе хавасĕ” обществăлла юхăмĕн активисчĕсен районти лагерĕ иртĕ.

Çак кунах Тăвайри культурăпа кану центрĕнче СССР халăх артисткине Вера Кузьминична Кузьминана халалланă творчество каçне пухăнĕç.

Вăраха хăварса пымасăр татса памалли тĕп ĕçсен шутĕнче – Тăвай районĕн бюджечĕн тупăш пайне пурнăçласси. Инспекци уйрăмĕн пай начальникĕ Валентина Алексеева пĕлтернĕ тăрăх налуксен пĕтĕмĕшле парăмĕ 2 млн. тенкĕ ытла. Администраци пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесене тата тăлăх-турат ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернине тимлĕхрех тытать. Хальхи вăхăтра Элпуç, Тĕмер, Тăрмăш тата Тушкил ял тăрăхĕсенче пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе ĕçсем пыраççĕ. Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнмалли вырăн тÿлевсĕр илме черетре тăракан тăлăх валли хваттер туянма уçă аукцион ирттересси çинчен пĕлтерме хатĕрленеççĕ.

Строительство сферинче районти ял тăрăхĕсен çулĕсене вак чул сарса çулталăк тăршшĕпе çÿреме май паракан автоçулсем тăвассипе ĕçсене вăйлатма хушнă.

Планеркăра харпăр хăй службисен иртнĕ эрнери ĕçĕ-хĕлĕпе районти полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, районти пушар надзор пайĕн инспекторĕ Аркадий Фролов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, “Аль” ДЮСШ ФСК” АУ директорĕ Анатолий Кириллов тата “Тăвайри выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци” БУ начальникĕ Александр Шакин информацисем туса панă.

Планеркăра район аталанăвĕн ытти ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика