АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăнăçлă иртнине палăртнă

10:02 01 ноября 2013 г.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен сехетĕнче” Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов сенаторсене Чăваш Ен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен каласа кăтартнă.

Çав кунах Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федераци Канашĕн Председателĕпе Валентина Матвиенкăпа тĕл пулнă.

Калаçура Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономикин хальхи лару-тăрăвне, Раççей парламенчĕн çÿлти палати республикăн саккун тата общество пуçарăвĕсене пулăшассин ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Валентина Матвиенко Чăваш Ен хăйпе федераци шайĕнче паллаштарнине ырăпа хакланă, чăваш кунĕсем питĕ ăнăçлă иртнине тата лайăх кăмăл-туйăм çуратнине палăртнă.

“Ку – республика çитĕнĕвĕсем пирки çеç мар, регионти йывăрлăхсем çинчен те каласа кăтартмалли мел. Çак информаци федераци субъекчĕсенчи лару-тăрăва тĕрĕс ăнланмашкăн, малашне ăнăçлă йышăнусем тумашкăн кирлĕ”, – тенĕ Раççей Федерацин Пухăвĕн çÿлти палатин спикерĕ. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре нацисен тата конфессисен хушшинче килĕшÿлĕхпе çураçулăх хуçаланнине, ку опытпа ытти регионра та усă курмаллине пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев Валентина Матвиенкăна республикăна хăйĕн çитĕнĕвĕсем пирки Федераци Канашĕнче каласа кăтартма май панăшăн тав тунă. “Эсир хăвăр та кĕпĕрнаттăр пулнă, регион йывăрлăхĕсене лайăх ăнланатăр тата пире яланах пулăшатăр. Эпир çакна туятпăр”, – палăртнă Михаил Игнатьев.

Унсăр пуçне вăл 2014 çулта Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернине, çак утăма питĕ вăхăтлă тунине каланă. Тĕнчипех глобализаци вăй илсе пынă вăхăтра чун, ăс-хакăл, кăмăл-сипет пахалăхĕсене сыхласа хăварассин ыйтăвĕсем пушшех те çивĕч те пĕлтерĕшлĕ.

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Енĕн презентаци-куравне официаллă майпа уçнă.

Федераци канашĕн холĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕн “Çавал” фольклорпа эстрада ансамблĕ чăвашсен хăна юррине шăрантарнă.

Чăваш Республики презентаци стенчĕсенчен тата ÿнер экспозицийĕнчен тăракан курав хатĕрленĕ. Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 8 çул-йĕрне кăтартнă: ЧР Патшалăх Канашĕн ĕçĕ-хĕлĕ, инвестици вăй-хăвачĕ, промышленноçри, ял хуçалăхĕнчи, сывлăх сыхлавĕнчи, социаллă политикăри, вĕрентÿри, физкультурăпа спортри çитĕнÿсем.

Ÿнер экспозицине Раççей тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петровăн (Праски Вити) произведенийĕсенчен, Шупашкарти ÿнер училищин выпускникĕсен керамика ĕçĕсенчен, Чăваш наци музейĕн пуххинчи тĕрĕсемпе тата кĕмĕл капăрчăксемпе илемлетнĕ чăваш наци тата “Паха тĕрĕ” фабрикин хальхи чăваш костюмĕсенчен йĕркеленĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика