Район территорийĕнче “Сывă пул, пăшал!” операци малалла пырать.
“2013–2015 çулсенче районта право йĕркисене пăсассинчен сыхланасси” тĕллевлĕ программăн 2.3 пункчĕпе килĕшÿллĕн çынсем закона пăсса упракан пăшалпа çар хатĕрĕсене харпăр хăй ирĕкĕпе полици уйрăмне пырса пама пултараççĕ, вĕсене уншăн укçан хавхалантараççĕ. Сăмахран, яка кĕпçеллĕ сунар пăшалне пырса паракана 1000–1500, нарезкăллă сунар пăшалĕшĕн 1500 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран укçан хавхалантараççĕ.
Çар пăшалĕ вара хаклăрах – 3000–4500 тенкĕ. Граната, мина, снаряд пырса паракансене те çав суммăнах тÿлеççĕ.
Кĕпçине татса кĕскетнĕ, харпăр хăй тунă пемелли хатĕре хăй ирĕкĕпе пырса паракана та законпа айăпламаççĕ, çийĕнчен 1000 тенкĕрен пуçласа 1500 тенкĕ таран укçа тÿлеççĕ.
Полици уйрăмĕнче сирпĕтекен япаласене те (тротил, аммонет тата ыт. те) йышăнаççĕ. Çапла сирпĕтекен хатĕрĕн кашни 100 грамĕшĕн 500–1500, çар хатĕрĕсемшĕн (боеприпас) кашниншĕн 10–20 тенкĕ пама пăхнă. Сирпĕтнĕ чухне усă курмалли хатĕрсемшĕн вара (детонатор, çунакан шнур т.ыт.те) ытларах тÿлеççĕ (кашни япалишĕн е метршăн – 800–1000 тенкĕ).
Тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2–10–13, 2–12–92.
В.ФЕДОРОВ, полицин районти уйрăмĕ.