АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Малашлăхри ĕçсем

09:29 15 октября 2013 г.

Район администрацийĕнчи тунти кунхи черетлĕ планеркăра администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке çывăх малашлăх валли, вăл шутра районăн тĕллевлĕ программисене пурнăçлассипе те, задачăсем палăртнă. Çак шута пурăнмалли çурт-йĕрĕн планпа пăхнă калăпăшне ĕçе кĕртесси те кĕрет (2013 çулхи 9 уйăхра ку тĕлĕшпе кăтартусем 84,5 процентпа танлашаççĕ).

Уйри пурлăха пухса кĕртесси те кун йĕркинче малта тăракан ыйту. Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин пĕлтернĕ тăрăх, октябрĕн 14-мĕшĕ тĕлне 272 гектар çинчи çĕр улмине кăларса пухнă. А.П. Петровпа А.Ф.Федоров хресчен фермер хуçалăхĕсенче те ку ĕçе вĕçлеме тăрăшмалла. Кукуруза çĕршер гектар пухса кĕртнĕ.

Нумай хваттерлĕ çуртсемпе социаллă сферăри пур объекта та ăшă пани, системăсем йĕркеллĕ ĕçлени çинчен администраци пуçлăхĕн çумĕ, строительство, çул-йĕрпе ЖКХ пайĕн начальникĕ Анатолий Алексеев хыпарланă.

Планеркăра оперативлă тата ытти хăш-пĕр службăсен ĕçĕ-хĕлĕпе информацисем итленĕ. Район аталанăвĕпе çыхăннă ытти хăш-пĕр ыйтусене пăхса тухнă.

Г.ЕГОРОВА.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика