АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрлехи информаци кунĕ

09:29 15 октября 2013 г.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртет, района ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – бюджетпа финанс тата налог енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Пантелеймонович Князев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килет. Информаци кунĕн тĕп темисем:

1. “Пĕр чÿрече” принципĕпе Чăваш Республикинче халăха патшалăх тата муниципалитет услугисем парасси;

2. Тăлăх ачасене хÿтĕлес сферăра патшалăх политикине пурнăçа кĕртмелли мерăсем. Ачасене вĕсен сывлăхне тата аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси;

3. Чăваш Республикин “Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридика пулăшăвĕ парасси çинчен” саккунне пурнăçласси.

Информаци ушкăнĕсем ялсенче, предприятисемпе организацисенче пулаççĕ, халăхпа тĕл пулаççĕ, ыйтусем çине хуравсем параççĕ. Пĕрлех çитес çулшăн подписка мĕнле пынине, ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçлессине, ăшăпа тивĕçтерес ыйтусене те сÿтсе явĕç. 13 сехетре район администрацийĕн çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.

О.ЛОМОНОСОВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика