АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Техникăна упрассипе – смотр-конкурс тата семинар-канашлу

09:28 15 октября 2013 г.

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе Чăваш Енри Гостехнадзор управленийĕ Чăваш Республикинчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче техникăна чи лайăх упраса усрассипе Республикăри смотр-конкурс ирттерме ятарлă хушу кăларнă. Смотр-конкурса 2013 çулхи октябрĕн 10–25-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă, республикăра тата районсенче комиссисем туса хунă, унăн итогĕсене октябрĕн 28-мĕшĕччен пĕтĕмлетсе хатĕрлеççĕ.

Смотр-конкурс тĕллевĕ – ял хуçалăх техникине лайăх упраса усрасси тата унпа тивĕçлĕ усă курса техникăпа тухакан тăкаксене чакарасси, машина-трактор паркĕсенчи йĕркелĕхе, инженери культурине ÿстересси, техникăна упрамалли, пăхса тăмалли тата юсамалли пурлăх базине туса хурасси тата çирĕплетесси, ял хуçалăх машинисене вăрах упранă хушăра ятарлă ГОСТ (7751–85) требованийĕ ыйтнисене контрольте тытасси.

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленсен те механизаторсемшĕн ĕç сахал мар. Техникăна упрама лартнă май, ăна туллин дефектовка тумалла, кăкарса тата çакса ĕçлекен çĕр хатĕрлемелли оборудование юсама тытăнмалла. Ĕçе мĕнле йĕркелесси вырăнти условисенчен килĕ. Çак тата ытти ыйтусене Шупашкар районĕнчи “Атлашевский” ЯХПКра октябрĕн 24-мĕшĕнче иртекен республикăри семинар-канашлура та сÿтсе явĕç. Вăл 10 сехетре пуçланать. Унта пурте хутшăнма, “Атлашевский” хуçалăхра ял хуçалăх техникине хĕллехи условисенче упрама епле хатĕрлесе вырнаçтарнипе тата ытти ыйтусемпе паллашма пултараççĕ.

А.СЕМЕНОВ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика