АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Депутат суйлавçăсемпе тĕл пулнă

09:25 08 октября 2013 г.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов хăйĕн округĕнчи суйлавçăсемпе тăтăш тĕл пулать. Ку хутĕнче вăл Çăлпуç старостине А.Иванова йышăнчĕ. Анатолий Иванович депутата ялта пурăнакансен нуши çинчен каласа панă.

“Ялти акушер пункчĕ 2008 çултах хупăннă, çăлпуçсене медицина пулăшăвĕ илме Тăвайри тĕп больница çумне çирĕплетнĕ. Кĕрĕн-çурăн, çил-тăманра чирлĕ çынсене унта çитме питĕ кансĕр. Ялта 343 çын пурăнать, çав шутра 28 инвалид, 50 ытла ача”, – тенĕ суйлавçă.

Ял-йыша çавăн пекех çурхи шывсем пăшăрхантараççĕ. Хăш-пĕр урамсене шыв илет. Çăлпуçсем шанчăклă дамба тăвас енĕпе депутатран пулăшу ыйтаççĕ.

Тăвайри культурăпа кану центрĕн директорĕ В.Александрова центр валли музыка оборудованийĕсем туянас енĕпе депутат пулăшаймĕ-ши, тет.

Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров та пулчĕ йышăнура. Ăна Тăвайри ясли-садсене ытти ялсенчен ачасене илсе çÿресси канăçсăрлантарать. Шкул автобусĕсен пĕчĕкскерсене лартма ирĕк çук.

Депутат пурне те тимлĕ итлерĕ, вĕсен ыйтăвĕсене çывăх вăхăтрах пăхса тухнă хыççăн тивĕçлĕ йышăнусем тума шантарчĕ.

В.ФЕДОРОВ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика