АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçсем юларах пыраççĕ

09:25 08 октября 2013 г.

Паян пирваях пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче ял хуçалăх культурисене пухса кĕртесси тата район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене ăшăпа тивĕçтересси – çакна палăртнă райадминистрацийĕн ĕнерхи планеркинче.

Уй-хир ĕçĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин паллаштарнă. Ĕнерхи кун тĕлне “иккĕмĕш çăкăра” 223 гектар çинчен пухса кĕртнĕ, кăлармалли лаптăк тепĕр 60 га ытларах. Çак ĕçе куллен 250 çын хутшăнать. “Акконд-агро” фирма общество, “Шимкусский”, “Чутеевский” ЯХПКсенче кукуруза выраççĕ, ăна тепĕр 260 яхăн гектар çинчен пуçтарса кĕртмелле (470 гектар çинчен пуçтарса илнĕ).

Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ 3 çуртра хваттерсене харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарас ĕçсем вĕçленмен (Ленин проспектĕнчи 28, 32, 52 номерлĕ çуртсенче 193 çын пурăнать). 54-мĕш номерлĕ çуртри хваттерсене çут çанталăк газĕ панă. Ăшăпа тивĕçтерес ĕçсене октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă.

Финанс пайĕн начальникĕ А.Сергеев районăн пĕрлехи бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă. Хальлĕхе вăл профицитпа пырать (тупăшсем 179099,8 пин тенкĕ пырса кĕнĕ, тăкаксен сумми – 162785,6 пин тенкĕ).

Планеркăра çавăн пекех полици уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, районти больницăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов, “Аль–ДЮСШ” ФСК директорĕ А.Кириллов хăйсен ведомствисенчи ĕç-хĕлпе паллаштарнă.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика