АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхăннă çурт-йĕрсĕр

09:55 04 октября 2013 г.

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочнăй представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта юхăннă çуртсенче пурăнакансене хваттерпе тивĕçтерес ыйтупа округ канашĕн ларăвне ирттернĕ. Вăл граждансен пурнăç шайĕпе пахалăхне ÿстерсе пырасси – патшалăхăн пирвайхи черетре пурнăçа кĕртмелли тĕллевсенчен пĕри пулнине палăртнă. Ку ыйтăва Раççей Президенчĕ Владимир Путин та пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл 2017 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ юхăннă çурт юлмалла марри çинчен пĕлтернĕ.

–Укçа-тенкĕ уйăрассипе те, производство майĕсемпе те – регионсем умĕнчи чи кăткăс задача шутланать ку. Халĕ регионсен бюджечĕсен майĕсене тепĕр хут пăхса тухса палăртмалла, патшалăхпа уйрăм харпăрлăх килĕштерсе ĕçлессине йĕркелесе ямалла,– тенĕ М.Бабич.

Ларура тĕп доклада Атăлçи федераллă округри регионсен ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунă. Чăваш Республикин гражданĕсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ патшалăх фондĕнчен 5 çуллăха хăтлă хваттерлĕ çурт-йĕре тара илме май пур. 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 1830 хваттере (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 83,5 пин тăв. метр) ĕçе кĕртнĕ. “Патшалăх фондĕнчи тара илнĕ хваттершĕн, аренда рынокĕнчи хаксемпе танлаштарсан, 2–2,5 хут пĕчĕкрех сумма тÿлемелле. Халăхра ку проект анлă сарăлнă”,– палăртнă М.Игнатьев.

Regnum ИА палăртнă тăрăх, Чăваш Енре 2013–2015 çулсенче нумай хваттерлĕ 822 юхăннă çурта (вĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 157,6 пин тăв. метр) пăсмалла, вĕсенче пурăнакан 12,6 пин çынна хваттерпе тивĕçтермелле.

Атăлçи федераллă округри регионсенче çывăхри 4 çулта юхăннă çуртсенчен 183,2 пин çынна хăтлă хваттерсене куçармалла, çакна валли 83 млрд. яхăн тенкĕ кирлĕ пулать. Кăçал 246 юхăннă çурта пăсма (вĕсен лаптăкĕ 47,6 пин тăв. метр) çĕнĕ хваттерсене 3,5 пин çынна куçарма пăхнă.

(Хамăр инф.).

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика