АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » “От Красули” хăймана – чи нумай сасă

09:51 04 октября 2013 г.

Авăн уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарти Николаев урамĕнчи суту-илÿ комплексĕнче республикăри “Сĕт фестивалĕ–2013” курав иртнĕ. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ унта Чăваш Енри паха сĕт туса илекенсем хăйсен продукцине тăратаççĕ.

Фестиваль умĕн республикăри сĕт ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем “Контрольная закупка” конкурса хутшăнчĕç, продукци туянакансене республикăра туса кăларакан хăймапа чăкăта хаклама сĕнчĕç. “От Красули” хăйма ыттисенчен палăрмалла нумайрах сасă пухса çĕнтерчĕ. “Акконд-агро” хăйми пысăк пахалăхлă тата тутлăрах пулнипе палăрса тăчĕ.

Предприяти республикăри ял хуçалăх промышленноçне аталантарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута хурса, официаллă çынсем, çав шутра ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов “Акконд-агро фирма” УАОна чи нумай сĕт туса илнĕшĕн тата хăйĕн продукцине сутассине анлăн йĕркеленĕшĕн дипломсем парса хавхалантарнă. Курав наградисене çĕнсе илни “Акконд-агро” сĕт-çу комплексне аталантарма укçа-тенкĕ хывни тĕрĕс çул-йĕр пулнине кăтартса панă. Пытармалли çук, “От Красули” брендпа сутăнакан сĕтпе унран хатĕрленĕ продуктсене республикăра пурăнакансем хаваспах туянаççĕ. Халĕ те “Акконд-агро” стенд умĕнче чарăнса тăнă кашни çын “От Красули” хăймапа сĕт тата “Адыгей сырĕ” чи паха продуктсем пулнине палăртнă. Сĕте сивĕтсе тултарни, унăн продукчĕсене хупă производство технологийĕсемпе усă курса хатĕрлени микроэлементсемпе тутлăхлă япаласене туллин упраса хăварма май параççĕ.

Кăçал “От Красули” продукци “Чи лайăх продукцие – ачасене” пахалăх паллине тата “Чăваш Енĕн биопродукчĕ” ыйтнине тивĕçтерекен сертификата çĕнсе илнĕ. “От Красули” брендпа сутăнакан сĕт-çу продукцийĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса, унта консервантсем, стабилизаторсем тата тутăна лайăхлатакан хатĕрсем хушмаççĕ.

Е.ТИМОФЕЕВА, менеджер.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика