АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Координаци канашлăвĕнче

09:50 04 октября 2013 г.

Район прокуратуринче сыхлав органĕсен ертÿçисен координаци канашлăвĕ иртнĕ. Унта ачасем çапкаланса çÿрессинчен тата çул çитменнисем хушшинче право йĕркине пăсассинчен сыхланас ыйтусене сÿтсе явнă.

Канашлу ĕçне Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи “Урмарский” пайĕн, следстви комитечĕн районсем хушшинчи следстви пайĕн, суд приставĕсен районти пайĕн, УФСИНăн районти инспекцийĕн ертÿçисемпе сотрудникĕсем, вĕрентÿ пайĕсен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ертÿçисем, район администрацийĕ çумĕнчи çул çитменнисен ĕçĕсен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси председателĕ, вĕренÿ учрежденийĕсен ертÿçисемпе муниципаллă тытăмсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Прокуратура йышăннă сыхлăх мерисене пăхмасăр район территорийĕнче кăçал çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси тата право йĕркине пăсасси ÿснине палăртнă канашлура. Çакă пăшăрхантарать, çавна май право сыхлав органĕсен, профилактика субъекчĕсен пурин те ку енĕпе ĕçе вăйлатмалла, пĕрлехи ĕçе тачăрах çыхăнса туса пыма тăрăшмалла. Ĕç эффективлăхне ÿстерме канашлу конкретлă мероприятисем ирттерме, вĕсен вăхăтне, кам яваплă пулнине палăртса хăварма йышăнчĕ. Çавăн пекех профилактика субъекчĕсем палăртнă мероприятисене мĕнле хутшăннине тĕрĕслес ĕçе вăйлатма йышăннă.

О.ЯСТРЕБОВА, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика