Хисеплĕ пенсионерсем, вăрçă тата ĕç ветеранĕсем!
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн тата чунтан саламланине йышăнсамăр!
Аслă ăру хастарлăхĕпе яваплăхĕ, тăван çĕре пĕтĕм чунтан юратни çĕр-шывăмăрăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн никĕсне хывса хăварнă. Патшалăх тĕллевĕ – ветерансене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа май пур таран тивĕçтересси.
Чăваш Енре 270 пин ытла ватă çын пурăнать тата вĕсенчен 80 ытла проценчĕ федераци е республика бюджечĕсен укçи-тенки шучĕпе паракан социаллă пулăшу илсе тăрать.
2011 çулта “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ят туса хурасси çинчен йышăну çирĕплетнĕ, унпа килĕшÿллĕн ĕç стажĕ арçынсен 45 çултан, хĕрарăмсен 40 çултан кая мар пулсан, вĕсене ветеран ятне параççĕ. Юлашки икĕ çулта çак хисеплĕ ята 21 пин ытла çын тивĕçнĕ, вĕсем уйăхсерен 1082 тенкĕпе танлашакан социаллă пулăшу илсе тăмалли тата çыхăну енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме каякан укçа-тенкĕн 50 процентне саплаштармалли правăпа усă кураççĕ.
2010 çулта пуçласа Чăваш Республикинчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 5396 ветеранĕ хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Çак ĕç валли 5 миллиард ытла укçа-тенкĕ кайнă.
Ватă çынсене паракан социаллă пулăшăвăн пахалăхне тата унпа усă курма пултармалли майсене лайăхлатас, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетес, вĕсене хăтлăрах тăвас тата хальхи йышши оборудованипе пуянлатас енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.
Аслă ăрăва сăнарлакан ĕçченлĕх, иксĕлми ырă шанăç, пысăк шайри культурăпа кăмăл-сипет паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Ятлă-сумлă мĕн пур ветерана хастар кăмăлпа ырлăх-сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатăп! Хăвăра чунтан юратакан тата пулăшса пыракан çывăх çыннăрсем яланах сирĕн умăрта пулччăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Уявпа сире, хаклă ветерансем!
Паян – Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ. Пирĕн районта ĕмĕр тăршшĕпе вăй хурса ĕçленĕ, йывăр вăхăтра алла пăшал тытса Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ, Çĕнтерĕве çывхартнă, район экономикине çирĕплетнĕ ветерансем сахал мар. Çулсем иртнĕ май аслă ÿсĕмри çынсен сывлăхĕ хавшать, вăй-халĕ чакать. Халĕ вĕсене пысăкрах тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Патшалăх ватăсене пăрахмасть. Вĕсене пенсипе вăхăтра тивĕçтерсе тăраççĕ, вăхăтран вăхăта пенсисене индексацилеççĕ. Халĕ ватлăхпа паракан ĕç пенсийĕ вăтамран 8606 тенкĕпе танлашать, 2012 çулхипе танлаштарсан, вăл вăтамран 768 тенкĕ хушăннă (е пенсионера пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен – 1,7 хут пысăкрах).
Çавах та ку çеç çителĕксĕр. Ватă çын чунне вăхăтра каланă ăшă сăмах та йăпатать, ăна пурăнма хавхалантарать. Аслă ăру çыннисем хăйсене пĕчченлĕхре ан туйччăр, вĕсем хăйсем обществăна кирлине, çынсен таврари чун ăшшине туйса тăччăр. Çавăнпа та аслă ăру çыннисемшĕн тăрăшасси – кашнин тивĕçĕ.
Хамăрăн хисеплĕ те хаклă ветерансене уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, кăмăл-туйăм тăнăçлăхĕ сунатпăр.
Л.ЯКОВЛЕВА, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ.
Хамăр системăра нумай çул тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисене, вĕсен çемйисене Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламлатпăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество экономикине çирĕплетсех пырассишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă пирĕн ветерансем. Тăрăшса ĕçленĕшĕн тĕрлĕ хисепе тивĕçлĕ пулнă вĕсем. Эпир çакăншăн тав тăватпăр аслă ĕçтешĕмĕрсене.
Ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, канлĕ ватлăх сунатпăр. Ан чирлĕр, пит-куçăрсенче яланах савăнăç кăна йăлкăштăр.
“Тăвайри кооператив” потребобщество.